23 декабря 2022 г.
Декабрĕн 18-мĕшĕнче СССР Журналистсен, Писательсен союзĕн членĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, республикăри журналистсен Çемен Элкер ячĕллĕ преми лауреачĕ Илья Иванов ертсе пыракан сумлă ушкăн паллă чăваш поэчĕн тата куçаруçин, СССР Писательсен союзĕн членĕн, Митта Ваçлейĕн тăван ялĕнче - Первомайскинче - пулнă.
Творчество ушкăнĕ шăпах çак кунхине Юхмапа Пăла тăрăхне çитсе поэтăмăр канлĕх тупнă масарта вил тăпри умĕнче пуç тайма сăлтавĕ те пысăк. 85 çул каялла пирĕн хисеплĕ поэтăмăра арестленĕ пулнă.
Хăнасене Первомайски ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Наталия Ермошкина, Патăрьел муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Владимир Федоров, культура работникĕсем кĕтсе илнĕ.
Тĕп хуламăртан çула тухнă делегаци малтанах Митта Ваçлейĕн вил тăпри умĕнче пуç тайнă, чĕрĕ чечек хунă. Ун хыççăн Первомайскинчи ял библиотекинче "Аса илме те йывăр, манăçмасть те" асăну сехечĕ йĕркеленĕ. Поэтăн çывăх тăванĕ Яков Степанов поэт-краевед Митта Ваçлейĕ хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче хăварнă ырă ĕçĕсем пирки аса илнĕ. Тĕл пулăва хутшăннисем вулавăшра унăн кĕнекисемпе хатĕрленĕ "Хĕвеллĕн çуталать Митта" куравпа паллашнă.
(Хамăр корр).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)