06 декабря 2022 г.
Анне, аннеçĕм, нено, эни... Пур чĕлхепе те çак сăмах илемлĕн те ачашшăн янăрать. Анне пуриншĕн те чи хакли, чи илемли, чи кирли, чи çывăххи, чи юратни. Вăл пире пурнăç парнеленĕ, яланах пулăшса пырать, упрать...
Анне çук пулсан ача хăр тăлăх, тенĕ ваттисем. Çывăх çыннăмăр пурнăçри хĕвел çути. Анне кунĕ ячĕпе Анат Чакă ялĕнче культура çурчĕн ертỹçи Любовь Верликова конкурс ирттерчĕ. Чи пултаруллисем тухрĕç сцена çине. Вĕсене Первомайски ял тăрăхĕнчи ытти культура çурчĕсен ĕçченĕсем юрăсемпе хавхалантарса пычĕç. Наталья Ильметова, Любовьпа Владимир Верликовсем аннесем çинчен шăрантарчĕç.
"Чи пултарулли" ята Юлия Атрасева, "Чи сăпайли" ята Надежда Павлова, "Чи савăнăçли" ята Татьяна Шашкина, "Чи илĕртỹлли" ята Наталия Мерзлова тивĕçрĕç. Жюри председателĕ Людмила Клементьева мероприяти килĕшỹллĕ иртнине палăртрĕ.
Маттур аннесем Леонид Шашкин предприниматель пулăшăвĕпе парнесемлĕ пулчĕç, вĕсем тортпа сăйланчĕç.
Т. ЕЛИСЕЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)