02 ноября 2022 г.
Çак ятпа волонтерсен акцине хутшăнса Каншелĕнчи культура çуртĕнче пысăк концерт (ỹкерчĕкре) иртнĕ. Унта Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем А. Ивановпа В. Федоров та хутшăннă.
Ял халăхĕ çар операцинчи салтаксене халалланă концерта питĕ пысăк хастарлăхпа явăçнă, унта çамрăксем те, аслă çулхисем те хутшăннă. Билет сутса пуçтарăннă 20000 тенкĕ укçана тулли мар мобилизаципе кайнисене пулăшма ятарлă счет çине куçарнă.
- Сцена çинчен чуна тыткăнлакан юрăсем, сăвăсем пĕрин хыççăн тепри черетленчĕç. Куракансем В. Верликов ертсе пыракан "Çăлкуç" халăх ансамбльне, Çĕньялти культура ĕçченĕсен юррисене сцена çинчен тăвăллăн алă çупса ăсатрĕç,- пĕлтерчĕ хаçат редакцине Каншелĕнчи культура çуртĕнчи Н. Ильметова культорганизатор.
А. НИКОЛАЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)