Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăл атлетсем ăмăртнă

14 октября 2022 г.

 Октябрĕн 8-мĕшĕнче Первомайскинче тĕнче класлă спорт мастерĕн Александра Деверинскаян парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен кросĕ иртнĕ. Ăна 2022-2023 вĕренỹ çулĕнчи шкул ачисен спартакиада шучĕпе йĕркеленĕ.

Ăмăртăва хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Чернова, Первомайски ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Наталия Ермошкина, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Анатолий Афанасьев, Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн пĕрремĕш суйлаври депутачĕ Владимир Федоров, Раççей Федерацийĕн физкультура отличникĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, тĕнче класлă спорт мастерĕ Александра Деверинская, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Алина Иванова, СССР спорт мастерĕ Владимир Асанин, Елена Николаева Олимп чемпионкин пĕрремĕш тренерĕ Николай Васильев, Митта Ваçлейĕячĕллĕ Первомайски вăтам шкул директорĕ Вячеслав Чернышев тата спорт ветеранĕсем саламланă.

Ăмăртăва 15 командăран 200 ытла спортсмен явăçнă. Вĕсем ушкăншăн та, харкам-хăйшĕн те ăмăртнă.

Ỹсĕм çулне кура дистанци 300 метртан пуçласа 3 километр таран пулнă. Мала тухнисене медальсемпе, дипломсемпе, хаклă парнесемпе чысланă.

А. КАПИТОНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика