Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сителсем пĕр уява та сарăмсăр ирттермеççĕ

12 июля 2022 г.

ПЕРВОМАЙСКИ ял тăрăхне кĕрекен Сител ялĕ пысăках мар пулин те кунта календарьти пĕр уяв та сарăмсăр, йĕрсĕр иртмест. Оксана Хомуткина вулавăш ĕçченĕпе Ирина Лякова ялти клубăн культорганизаторĕ аслă çулхисем, ачасем валли те кăсăклă мерприяти ирттерсех тăраççĕ.

Акă, иртнĕ эрнере çеç хастарсем Çемье, юрату тата шанчăклăх уявĕ ячĕпе ялти ачасене культура вучахне пуçтарнă, уяв историйĕ, çемье управçисен Петрпа Февронин таса та сăваплă ĕçĕсен пĕлтерĕшĕ пирки тĕплĕн каласа панă, квест-вăйă ирттернĕ, çемьепе çыхăннă тупмалли юмахсемпе паллашнă, кроссворд хуравĕсене шыранă тата ытти те. Çак кунăн символики салтак тỹмми пулнăран, культура ĕçченĕсемпе ачасем илемлĕ çеçкене те хăйсемех ăсталанă.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика