Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăрăва икĕ çеккунтрах туртса кăларнă

04 марта 2022 г.

Патăрьел районĕнче пĕлтĕр ирттернĕ «Çулталăк çынни» конкурсра чи нумай сасă пухса Аслă Арапуçри ветеринарин сиплев уйрăмĕн ертуçи Надежда Трофимова çĕнтернĕ.

Комисси мĕншĕн ăна суйласа илнĕ-ха?

Хайхи конкурсра виççĕмĕш хут ветеринар çĕнтерни ялта вăл куллен кирлĕ специалист пулнине, выльăх тухтăрĕсене ял-йыш хисепленине çирĕплетет.

Йĕпреç районĕнчи Чăваш Çармăс ялĕнче çуралса уснĕ Надежда Трофимова пурнăçне хăш профессипе çыхăнтарасси ача чухнех палăрнă. Ашшĕ-амăшне пулăшма фермăна час-часах çуренĕскер 8-мĕш класс хыççăн Улатăрти ял хуçалăх техникумĕнче зоотехник тата техник-осеменатор специальноçĕсене алла илнĕ. 1989 çулта вĕренсе тухсан Патăрьел районĕнчи Пуртлĕри Петр Трофимова качча тухнă. «Рассвет» колхозăн техникосеменаторĕнче ĕçлеме тытăннă, ветеринар тивĕçне те пурнăçланă.

- Зоотехник-селекционер та, сысна фермин заведующийĕ те пултăм, - аса илчĕ Надежда Геннадьевна. - Ĕçлекен çук чухне сысна та пăхрăм. Каярахпа Аслă Арапуçри сиплев çуртне вырнаçрăм.

Выльăха сиплеме тивнĕрен Патăрьелти професси училищинче ветеринара вĕрентĕм. Хамăн категорие çирĕплетнĕ хыççăн ветфельдшерта ĕçлеме куçарчĕç. Чĕр чун чирĕсемпе кĕрешекен станции пуçлăхĕ Петр Ефимов сĕннипе Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине вĕренме кĕтĕм, «Первомайск», «Малалла» хуçалăхсен ветеринарĕ, зоотехникĕ пултăм. «Эсĕ халĕ - аслă пĕлуллĕ ветеринар», -тесе 2010 çулта Аслă Арапуçри сиплев çуртне ертсе пыма куçарчĕç.

Вăл ветслужбăра 27 çул вăй хурать ĕнтĕ. Çав хушăра выльăх куçĕнчен пăхсах чирне пĕлме вĕренсе çитнĕ. Çилли ыратнă чухне – пĕр, купĕнсен тепĕр тĕрлĕ пăхать иккен. Надежда кашнине вăхăтра сиплессишĕн тăрăшать. Пулăшма çур çĕрте тăрса чупни, йуçсе хăпарнă чустаран кукăль туса лартаймасăр, кил хуçалăхĕнчи выльăхне апат параймасăр тухса утни пĕрре мар пулнă,

Пĕррехинче пăрăва вилĕмрен çапла çăлса хăварнă. Вăл, «Первомайск» хуçалăх ветеринарĕ, хĕрарăмсене чысласа ирттерекен концертра ларать. Фермăра вара ĕне пăрулаймасăр асапланнă.

Хуралçă клуба çитсе инкек çинчен Надеждăна систернĕ, вăл хăвăрт тухса фермăна чупнă. Малтан ватă хуралçăпа пĕрле харăс туртса пăхнă - туртса кăларайман. «Мĕн тăвас», - пуçне ĕçлеттернĕ ветеринар. Пăрăва пăявăн пĕр вĕçĕпе – урисенчен, тепринпе тислĕк кăлармалли транспортертан çавăрса çыхнă та мучие хускатма хушнă. Лешĕ туми çине калт! пуснă та - транспортер пăрăва икĕ çеккунтрах туртса кăларнă.

Надежда Трофимова купĕннĕ ĕнесене вилĕмрен темиçе те çăлса хăварнă. Кĕсьере вăл е ку ĕç хатĕрне тĕрлĕ професси çынни чиксе çуренине илтнĕ тĕр. Надежда Геннадьевна сумкинче шприцпа йĕп яланах пур, выльăха васкавлăн пулăшу пама.

Выльăх тĕрлĕ амакпа чирлеме пултарать. Вăл чĕр чуна ан ертĕр тесе ветеринарсен профилактика мероприятийĕ нумай пурнăçлама тивет. Çак ĕçе Надежда та хастар хутшăнать.

Аслă Арапуçри ветуйрăм районти сиплев çурчĕсен хушшинче ирттерекен конкурсра çуллен пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене йышăнать. 2020 тата 2021 çулсенче вара çĕнтернĕ. «Ĕçне кура - хисепĕ»

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика