17 декабря 2021 г.
Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК спорт залĕнче Чăваш Республикинчи ял спортсменĕсем хушшинчи волейбол чемпионĕн, спорт ветеранĕн, Первомайскинчи вăтам шкулта учительте ĕçленĕ Николай Иванович Кузьминăн ятне асра тытса хĕрарăмсемпе арçынсем хушшинче йăлана кĕнĕ ăмăрту иртрĕ.
Волейбол спортне кăмăллакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК директорĕ Алексей Краснов, Рифкать Сафиулловпа Василий Бородкин спорт ветеранĕсем саламларĕç.
Турнира хĕрарăмсен 6, арçынсен 5 команди хутшăнчĕ. Хĕрарăмсенчен ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК команди пĕрремĕш, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул спортсменĕсем иккĕмĕш, Турханти вăтам шкул волейболисчĕсем виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Арçынсен ушкăнĕнчен "Батыревский" хупă акционерсен обществин командине çĕнтерекенни пулмарĕ. Иккĕмĕшĕнче "МастерÇ", виççĕмĕшĕнче Патăрьел ентешлĕхĕн спортсменĕсем пулчĕç.
Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене "Паттăр" ФСК администрацийĕн дипломĕсене, медалĕсене, кубокĕсене, спонсорсен парнисене пачĕç. Турнир ирттерме С.Лукин пысăк пулăшу кỹчĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)