09 июля 2021 г.
ЮЛАШКИ çулсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ялсенче пĕрлехи вăйпа пурнăçлакан ĕçсем чăнласах та чуна савăнтараççĕ. Йышпа урамсене, масарсене тирпейлеççĕ, картасене, кĕперсене юсаççĕ, ытти пархатарлă ĕçе те пурнăçлаççĕ. Ку тĕлĕшпе Первомайски ял тăрăхне кĕрекен Сителсем те ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ. Ял хавалĕ - вăй-хăват çăлкуçĕ темелле. Вырăнти администраципе депутатсем пĕр чĕлхе тупса ĕçлени ял-йышшăн та пысăк çăмăллăх. Хальхи вăхăтра кунта пĕрлехи вăйпа Комсомольски урамĕнчи кĕпере юсаççĕ. Тăкаксен пĕр пайне патшалăх саплаштарать, тепри - халăх укçи-тенкипе. Ял илемĕ шутланакан кĕпере малтанхинчен сарлакалатса ирĕклетеççĕ. Çавăнпа та малашне унтан тĕрлĕ техника чăрмавсăрах каçса çỹрĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)