22 июня 2021 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи йывăр вăхăтсем çав тапхăрта пурăннисен чĕринче ĕмĕрлĕхех кĕрсе вырнаçнă. 1924 çулта Анат Чакăра çуралнă Раиса Козловăн та (хĕр чухнехи хушамачĕ Воробьева) хĕн-хурне нумай курма тивнĕ. Вăл ятарласа ачисем, мăнукĕсем валли хăйĕн автобиографине çырса хăварнă.
Раиса Петровна 6 çулта чухне ашшĕ вилнĕ. Çывăх çыннин хỹтлĕхĕсĕр, ăшшисĕр тăрса юлнăран ĕç çумне те ир çыпçăнма тивнĕ. Вĕренесси килнĕрен 1932 çулта шкула çỹреме пуçланă. 1942 çулта пĕлỹ илнине çирĕплетекен документа аллине илнĕ. Лайăх паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пынăран медсестра пулма тĕллев тытнă, анчах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кĕрленĕрен вăхăтлăха ĕмĕтне пăрахăçлама тивнĕ. Колхозра ĕçлекенсем кирлине, фронта тырăпа, аш-какайпа, вăрманпа вăхăтра тивĕçтермелле пулнине питĕ лайăх ăнланнă. Ăна çамрăккине пăхмасăрах бригадира суйласа Сăр хĕрне пĕренесем юхтарнă çĕре янă. Вăрманта кĕреш пек йывăçсене алă пăчкипе касма та, çурма та тивнĕ. Кунĕ-кунĕпе типнĕ-типеймен тумтирпе çỹренисем те, вилĕмпе куçа-куçăн тăнисем те пулнă. Нăйкăшса ларман, вăрçăра çапăçакансене тата хăрушăрах, йывăртарах иккенне шухăшласа илнĕ те малалла тар тăкнă.
1943 çулта Р. Козлова Канашри медицина сестрисене хатĕрлекен курса ăс пухма кĕрет, унтан "5" паллăсемпе çеç вĕренсе тухать. Дипломлă пике Первомайскинчи больницăра ĕçлеме пикенет. Каярах Улатăрти фельдшерсен шкулĕнче пĕлĕвне тата аталантарать. 1951 çулта Патăрьелĕнчи тĕп сиплев çуртĕнчи стационарта вăй хума тытăнать. Çулталăкран Именкасси каччипе, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин салтакĕпе Петр Козловпа, çемье çавăрать. Ун чухне хальхи пек транспорт çỹремен, çавна май чылай чухне çуран утма тивнĕ.
Раиса Петровна 10 çухрăма куллен тенĕ пек парăнтарнă. Яланах 8 сехет валли ĕçе çитнĕ. Ача-пăчаллă пулсан вара Именкассинчи фельдшер пунктне ĕçлеме куçать. Кунта та çăмăлах килмен Р. Козловăна. Çил-тăман е çумăр çăвать - яланах чирлисене вăхăтра пулăшу пама васканă. Ача çуратма хатĕрленекен хĕрарăмсене, сывă маррисене больницăна тракторпа е лашапа леçни те, "çĕн кайăксене" килĕсенчех е çул çинчех çураттарни те пĕрре мар пулнă. Ырă кăмăлĕшĕн мĕн чухлĕ тав сăмахĕ илтмен-ши Раиса Петровна! 44 çул тăрăшнă çак çăмăл мар ĕçре Р. Козлова. Тивĕçлĕ канăва кайсан та тата 8 çул тимленĕ.
Раиса Петровнăпа Петр Тимофеевич икĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратса ỹстернĕ, пурне те тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсем пирки ялта яланах килĕшỹллĕ çемье пек пĕлнĕ.
Паян çак хисеплĕ мăшăр пирĕнпе юнашар мар, анчах вĕсен ырă ячĕ ачисенче, мăнукĕсенче упранать.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)