25 декабря 2020 г.
Купăс, баян, шăпăр, шăхлич калать, параппан çапать, хитре юрлать, ташлать… Халăх ятне тивĕçнĕ ансамбле чылай çул ертсе пырать. Вĕрентекенре те вăй хурать, трактор-машинăна та çÿретет, килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх те нумай усрать. Фермер тейĕн. Ку йăлтах ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Верликов çинчен.
БИОГРАФИРЕН
Владимир Верликов 1968 çулта Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче çуралнă. Ялти шкултан вĕренсе тухсан салтакра пулнă. Çар хыççăн Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕреннĕ. Культура сферинче — 1991 çултанпа. Владимир Николаевич пуçарулăхпа хастарлăх кăтартнăшăн чылай хисеп хутне, наградăсене тивĕçнĕ. 2018 çулта ăна «ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.
— Владимир Николаевич, эсир çав тери вĕри çын пек туйăнатăр…
— Тĕрĕсех, эпĕ тĕк лараканскер мар. Çавăн пек çуралнă. Культура училищинче вĕреннĕ вăхăтра Шупашкарти Петĕр Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче ĕçлеттĕм, çав вăхăтрах И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсен «Мерчен» ансамбльне ертсе пыраттăм. Астăватăп-ха: Пермь хулинче студентсен ансамблĕсен хушшинче иртнĕ фестивальте «Мерчен» 1-мĕш вырăн йышăннăччĕ. Студент пулсанах «Уяв» ансамбле юрлама çÿрерĕм. Каярахпа Патăрьел районĕнчи Каншелти клубра ĕçлерĕм, «Çăлкуç» ансамбле ертсе пынă тапхăртах Аслă Арапуçри шкулта вăй хутăм. Пĕр вăхăт шкул ачисене вĕрентме май килмерĕ. Халĕ акă татах, 2016 çултанпа, музыка учителĕнче тăрăшатăп.
— Юрлас-ташлас ăсталăх сире камран куçнă?
— Атте Николай Васильевич хăй вăхăтĕнче ялти чи чаплă купăсçă пулнă. Вăйăсенче, улахсенче яла кĕрлеттерсе тăнă. Вăл купăс каланине кура эпĕ 1-мĕш класра вĕреннĕ чухнех çак ăсталăха алла илтĕм. Çемьере эпир çиччĕн — тăватă ывăлпа виçĕ хĕр — ÿсрĕмĕр. Пиччесем Виталипе Валера та купăс калаççĕ. Йăмăкăм Валя «Çăлкуç» фольклор ушкăнне юрлама çÿрет.
— Сирĕн хушамат хăйне евĕр, интереслĕ…
— Хăнăхнă та — пит уйрăлса тăнăн туйăнмасть. Хăй вăхăтĕнче, ял-йыша хушамат панă тапхăрта, манăн мăн асатте Михаил вăрмана кайнă. «Мишша ăçта?» — ыйтнă вырăнти влаçрисем. «Вăрмана вĕрлĕк касма кайнă», — хуравланă ял çыннисем. «Апла Михаил Верликов пулать вăл», — тенĕ çыруçăсем.
— Калăр-ха: ку çулталăк мĕнлерех пулчĕ сирĕншĕн? Мĕнпе асра юлчĕ?
— Ытти çулпа танлаштарсан, йĕкĕр çул йывăртарах иртрĕ. Пандемие пула эпир, вырăнти артистсем, концертсем питех лартаймарăмăр. Онлайн мелпе кăна кăтарткаларăмăр. Кун пекки хальччен пулманччĕ.
— Вăкăр çулĕнчен мĕн кĕтетĕр?
— Шурă Вăкăр пирĕншĕн çăлăнăç пуласса шанатăп. Вăл çăмăллăхсем илсе килтĕрччĕ. Пĕрмай çапла ан пултăр, чир- чĕр ирттĕр, пурнăç яланхи йĕркене таврăнтăр.
— Эсир «Уяв» фольклор ансамблĕнче юрланă. Хулара юлнă пулсан, тен, тата пысăкрах çитĕнÿсем тăваттăр. Яла таврăннăшăн кулянмастăр-и халĕ?
— Кун пек шухăш пуçа пĕрре те кĕмен. Ялта питĕ ирĕклĕ, мана шутсăр килĕшет. Тухатăн, кĕретĕн — хăвăнпа хăв хуçа. Выльăх-чĕрлĕх нумай усратпăр. Икĕ ĕне, икĕ вăкăр, сурăхсем, сыснасем, кроликсем, чăх-чĕп тытатпăр. Ĕнисене хамах сăватăп. Манăн, музыкантăн, алă лайăх вылянать.
Роза ВЛАСОВА калаçнă
Источник: "Хыпар"