09 октября 2020 г.
Малашлăхлă çамрăк спортсменсене палăртас, сывă пурнăç йĕркине анлăн сарас, çитĕнекен ăрăва гражданла тата патриотла воспитани парас тĕллевпе Первомайскинчи стадионта тĕнче класлă спорт мастерĕн Александра Деверинскаян парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетикăпа йăлана кĕнĕ республика шайĕнчи кросс иртнĕ. Унта уйрăмшарăн, командăпа та ăмăртнă.
Ăмăртăва хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, строительство, обществăлла инфратытăм аталану пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов, Первомайски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Федоров, ачасемпе çамрăксен шкулĕпе ФСК "Паттăр" директорĕ Алексей Краснов, тĕнче класлă спорт мастерĕ Александра Деверинская, ытти хăнасем саламланă.
Пĕрремĕш вырăна вăтам шкулсем хушшинче Первомайскисем, иккĕмĕшне Пăлапуç Пашьелсем, виççĕмĕшне Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул спортсменĕсем тухнă. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенчен Первомайскисем каллех ентеш чысне яман. Иккĕмĕш вырăна Аслă Чементе, виççĕмĕшне Турханта вĕренекенсем тухнă.
2003-2004 çулсенче тата вĕсенчен кĕçĕнрех çуралнă ачасем 3000 метрлă дистанцие парăнтарнă. Кунта С. Степанов (Сител) пĕрремĕш, Д. Суворов (Патăрьел) иккĕмĕш, А. Андреев (Первомайски) виççĕмĕш вырăнсенче пулнă.
Хĕрачасем 1000 метра чупнă. Пĕрремĕш вырăна Нăрваш Шăхалĕнчи А. Иванова, иккĕмĕшне Сителти Н. Соколова, виççĕмĕшне Первомайскинчи Р. Чернова тухнă.
2005-2006 çулсенче çуралнă арçын ачасемпе хĕрачасем те çак дистанциех тăнă. Каччăсенчен Первомайскинчи А. Удалов, Р. Смирнов, Сителти Н. Соколов малти вырăнсенче. Хĕрсенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти В. Иванова, Аслă Чементи Н. Волкова, Первомайскинчи Д. Прокопьева - (йĕркипе шутласа) пĕрремĕш-виççĕмĕш вырăнсенче.
2001-2002 çулсенче çуралнă çамрăксем 2000 метра чупнă. Кунта Нăрваш Шăхалĕнчи К. Шайманова пĕрремĕш, Первомайскинчи О. Яковлева иккĕмĕш вырăнсене тухнă.
500 метра чупнă хĕрарăмсенчен (20-34 çулсенче) А. Яковлева, И. Лякова, В. Ендеева (пурте Первомайскисем) - пĕрремĕш-виççĕмĕш вырăнсенче. Вĕсенчен аслăраххисенчен те çак ял тăрăхĕнченех Т. Васильевăпа Г. Яковлева харсăр пулнă.
Тĕрлĕ ỹсĕмри арçынсенчен финиша хăйсен дистанцийĕсенче А. Селиванов (Кĕçĕн Арапуç), Т. Давыдов (Хурама Твар), В. Салмин (Туçа), М. Фролов (Кивĕ Катек) пĕрремĕш кĕнĕ. Первомайскинчи И. Киргизовпа Кĕçĕн Арапуçĕнчи Н. Григорьевăн та кăтартăвĕсем лайăх.
А. ИВАНОВА
Кĕскен
Александра Тимофеевна Деверинская Первомайски ялĕнче çуралнă. И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физвоспитани факультетĕнчен вĕренсе тухнă. "Буревестник" спорт обществин инструкторĕнче (1981-1986), Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи физкультурăпа спорт комитетĕнче (1986-1990) Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче физкультура преподавателĕнче (1990-2001), утакансен республикăри спорт шкулĕн директорĕнче (2002-2007) ĕçленĕ. 2007-2017 çулсенче - Шупашкарти кооператив институчĕн физкультурăпа спорт кафедрин доценчĕ.
Спорт мастерĕ (1981), çăмăл атлетикăпа тĕнче класлă СССР спорт мастерĕ (1981), Чăваш Ен, Раççей чемпионки, рекордсменки (1982, 1985). 1982, 1986 çулсенчи чемпионатсен призерĕ. 1981, 1985 çулсенче - СССР чемпионки, призерĕ, Тĕнче кубокĕн çĕнтерỹçи. 1981-1982 çулсенче 5 километра утса тĕнче, Европа, СССР чемпионки. Çăмăл атлетикăн тĕнче категорийĕн судйи (1998). Чăваш АССР физкультурăпа спорчĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1982). Патăрьел районĕн хисеплĕ гражданинĕ (2010).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)