Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнăç куççульне пытармарĕç

06 октября 2020 г.

Аслă çулхи çынсене октябрĕн 1-мĕшĕнче патшалăх шайĕнче чыслас ырă йăла Раççейре 1992 çултанпа пырать. Унтанпа çулленех кашни кĕркунне эпир вĕсене уяв кĕрекине йыхравлаканччĕ. Анчах коронавирусăн çĕнĕ инфекцийĕ сарăласран асăрханса ветерансене кăçал ĕç коллективĕсене чĕнсе йĕркелесси пулмарĕ.

Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем тивĕçлĕ канăва тухнисене килĕсене кайса саламларĕç. Ăшă сăмахсемпе пĕрлех Тав çырăвĕсемпе парнесем пачĕç. Ветерансем те хăйсем патне тимлĕх уйăрнăшăн кăмăллă юлчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Чернова чылай çул финанс пайĕн ертỹçинче тăрăшнă Татьяна Поляковăна саламларĕ. Çавăн пекех экономика тата ял хуçалăх пайĕнче ĕçлĕ кун-çулне ирттернĕ Петр Ивановичпа Елена Ильинична Лазаревсем патне те уяв саламĕ çитерчĕ. "Эсир паян та пирĕншĕн, çамрăк ăрушăн, ырă тĕслĕхлĕ. Тайма пуç сире, нумай çул сывлăхпа пурăнмалла пултăр", - терĕ Светлана Алексеевна.

 х х х

Сител ялĕнчи клуб умĕнчи лапамра та аслă ỹсĕмрисене чысларĕç. Ирина Лякова культорганизаторпа Оксана Хомуткина библиотекарь уява паянхи лару-тăрупа килĕшỹллĕн тата хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса ирттерчĕç.

Аслă çулхисене Первомайски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Федоров, Николай Васильевпа Александр Иванов депутатсем, культура çурчĕн директорĕ Розалия Ефимова ăшă та чуна çывăх ырă сăмахсемпе саламласа канлĕ ватлăх, çирĕп сывлăх, çемье ăшши сунчĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ çавăн пекех районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕн Юрий Степановăн саламне те сумлă çыннăмăрсем патне çитерчĕ.

Уява пухăннисене хĕрарăмсем илемлĕ юрăсемпе саламларĕç, çамрăк чухнехисене аса илтерсе савăнăçлă туйăм парнелерĕç. Аслă çулхисем тавçăрулăх конкурсне те хаваспах хутшăнса тĕрĕс хуравсем пама пултарчĕç. Ялти культура ĕçченĕсем тăххăрмĕш теçеткене вакланисене, уява пырайманнисене, килĕсене кайса чечек çыххипе салам çырăвĕ пачĕç. Аслă çулхи çынсен пит-куçĕ савăнăçпа тулчĕ.

Сителти вăрçă ветеранĕ Василий Ляков патне "Единая Россия" политика партийĕн парнине - телефона - ял тăрăхĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Николай Васильев çитерчĕ. Культура ĕçченĕсем юрă шăрантарчĕç.

х х х

Тĕнчери ватăсен кунне уявлассине ахальтен кĕркунне суйласа илмен-тĕр. Ватлăх вăл - ылтăн вăхăт. Кĕркунне те çавах. Шăнкăртам ял тăрăхĕн специалисчĕсемпе культура çурчĕн ĕçченĕсем пĕччен пурăнакан ватăсен кăмăлне килĕсене çỹресех çĕклеме пултарчĕç. Вĕсене ăшă сăмахсем каларĕç, парнесем пачĕç. Аслă çулхисен хăйсем патне çакнашкал тимлĕх уйăрнăшăн савăнăç куççулĕ тухрĕ.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика