26 февраля 2020 г.
Фашистла Германие çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине тата Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунне халалласа Первомайскинчи "Шуçăм" ача садне тĕл пулăва Афган вăрçине хутшăннă Петр Аркадьевич Павловпа Николай Михайлович Филиппова йыхравларăмăр. Вĕсем пĕчĕк шăпăрлансене хăйсен службăри кунĕсем пирки каласа кăтартрĕç.
Ачасем ĕнерхи салтаксен тумĕпе, кăкăрĕсем çинчи наградăсене мĕншĕн панипе кăсăкланчĕç, вĕсене тыта-тыта пăхрĕç. Арçын ачасем ỹссе çитсен Тăван çĕршыва хỹтĕлеме кайма хатĕррине пĕлтерчĕç. Çавăн пекех П. Павловпа Н. Филиппова хăйсен пултаруллăхĕпе паллаштарчĕç.
Тĕл пулу питĕ кăсăклă иртрĕ. Хисеплĕ хăнасем малашне те ачасем патне килсе çỹреме шантарчĕç.
Н. ЛАПШИНА, Т. ГЕРАСИМОВА воспитательсем
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)