Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă кăмăл ылтăнран та хаклăрах

18 февраля 2020 г.

Первомайскинчи çыхăну уйрăмĕнче ĕçлекенсем ирхи почтăна кĕтсе илнĕ хыççăн кашнийĕшĕ хăйĕн участокне тивĕçекен хаçат-журнала суйларĕ. Хул урлă çакнă сумкăсем паян пушах мар. Районта тухса тăракан "Авангард" хаçата çеç 329 киле çитермелле. Ытти пичет изданийĕсем сахалрах. Унсăр пуçне 7-8-шар киле пенсипе тивĕçтермелле. Почта уйрăмĕн ертỹçи В. Кондратьева почтальонкăсене çула май сутлăх хаçатсем илме тата таварсем суйлама сĕнчĕ. Кашни ирех çапла. Плана пĕр енлĕ çеç тултармалла мар-çке. Тепĕр енчен çынсене пулăшу кỹни те кăмăллă. Ватăсем супăнь, кĕпе çумалли порошок, лапша-кĕрпе, тип-çу... киле пырса панипе те савăнаççĕ. Анат Чакăра, акă, пачах лавкка çук. Почта уйрăмĕнче кил-çуртра кирлĕ пур тавар та çителĕклĕ темелле.

Вера Анатольевна çак хушăра хăй те ĕçсĕр лармарĕ. Электроэнергипе, газпа усă курнăшăн тỹлевсем йышăнчĕ. Почтальонкăсене парăмпа татăлмалли квитанцийĕсене пачĕ.

- Кадрсен ыйтăвĕ çивĕччĕ пĕр вăхăтра. Почтальонкăсем çитменрен хаçат-журналне те, пенсине те хамăр валеçни те пулнă. Халĕ штат çителĕклех. Л. Кудимова, В. Чуммина, Н. Крячко пилĕкшер, В. Ильметова, Н. Михайлова тăватшар çул ĕçлеççĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса вăй хуни умма лартнă тĕллевсене пурнăçлама пулăшатех. Вĕсенче юн вĕресе тăрать. Е. Ухримова операторăн та ĕç ăсталăхĕ пысăк, - тет В. Кондратьева пĕрле ĕçлекенсен тăрăшулăхне хак парса.

Тупăшлă ĕçлес тесен вара чăнах та пĕр тĕллевпе вăй хумалла. Кунта ертсе пыраканăн çаврăнăçулăхĕ çитни те палăратех. Вера Анатольевна куллен почтальонкăсене ырă канаш-сĕнỹ парать. Уявсем умĕн лотерей билечĕсем сĕнме ыйтать. Çавра çулсене палăртма хатĕрленекенсем валли кирлĕ парнесене заказпах кỹрсе килтерме тăрăшать. Çанталăк çур енне кайнă çĕре пахча-çимĕç вăрлăхĕсене суйласа илмелĕх те пур. Хĕл кунĕнче те чĕрĕ çеçке таранччен туянма пулать почтăран тата ытти те.

Çĕнĕ çын мар почта ертỹçи кунта. Ялта пурăннăран халăх шухăш-кăмăлне витĕр пĕлсе тăрать. Уйрăма килекенсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшать. Ĕç калăпăшĕ ỹснишĕн пăшăрханмасть. Кирек кама та почта-банкпа усă курма хăнăхтарать. Автомашинăсене страхлама ыйтакансене ОСАГО полисне парать. Ĕçе куллен кăмăлпа утать. Пăшăрханмаллисем тĕл пулкалаççĕ тепĕр чухне. Тĕркемрен хаçат шучĕ тухмасть. Вулакан кĕтет-çке ăна. Çĕнĕ номере пичет çуртĕнчен ыйтса илсе çырăнакан патне çитериччен вăхăт иртет.

Çỹп-çапшăн тỹлемелли квитанцие салатасси те тепĕр чухне йывăрлăх кỹрет. Пурăнман çуртсене миçе хутчен хурса хăвармаççĕ-ши ăна? Сителтен Первомайскинчи почта уйрăмĕн çулне такăрлатма пуçлани Вера Анатольевнăн 28 çул çитет. Маларах хĕр бухгалтера вĕренсе тухса Шупашкарти пĕр больницăра, унтан ялти лавккара ĕçленĕ. Пĕр вăхăт колхоз бухгалтерийĕнче тăрăшнă. 1992 çулта вара почта уйрăмне вырнаçнă.

- Унтанпа шыв-шур сахал мар юхрĕ. Ĕçре çĕнĕлĕхсем кĕрсех пыраççĕ. Маларахри çулсенче почтальонкăсем хĕллехи вăхăтра хаçат-журналсене çунашкапах сĕтĕретчĕç. Халĕ килĕрен 3-4 хаçат çырăнакан сайра. Ун вырăнне тавар сĕнетпĕр. Çур çултан çур çула йĕркелекен çырăнтарăва тивĕçлĕ пурнăçласа пыратпăр. Компьютер пурнăçа кĕчĕ. Хамăр пата пыракан клиентсене кăмăлтан йышăнса вĕсен ыйтăвĕсене туллин татса пама тăрăшатпăр,-тет ертỹçĕ.

Халăхра почта уйрăмĕн, почтальонкăсен ĕçĕпе кăмăлсăр пулнине илтмен. Тав сăмахĕ каласа хăварма ỹркенмеççĕ. Анат Чакăри А. Белова, Каншелĕнчи В. Мылова тата ыттисем те почта тивĕçтерĕвĕпе кăмăллă.

Ĕçне тивĕçлипе хаклани савăнтарать В. Кондратьевăна. Кун каçа ĕшенсен те яла уçă сывлăшпа киленсе утнă чухне ыранхи пирки ĕмĕтленме пулать. Раççей почтин администрацийĕсен Тав хучĕсемпе чыслани тата тăрăшарах ĕçлеме хистет. Çемьере мăшăрĕ ăнланни, ачисен çитĕнĕвĕсем, мăнукĕсен çепĕçлĕхĕ хавхалантарать. Кĕçĕн ывăлĕ çар ретĕнче тăрать. Аякра пулин те ун сассине илтни те савăнăç кỹрет.

Ачисем çамрăк чухне те, хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышлă усранă май та ĕçе кая юлса килесси пулман Вера Анатольевнăн. Халĕ вара Елена Ивановна операторпа улшăнма пулать. Уйăхсерен Елчĕке отчетпа кайнă кунсенче те, канашлусене тухнă чухне те почта алăкĕ хупă тăмасть. Çынсене кĕттерсе тăрасси çук. Çакна мала хурать ертỹçĕ. Çавăнпа хăйне те хисеплеççĕ.

Вера Анатольевна хăйĕн кун-çулне пĕтĕмлетекен икĕ пиллĕке юнашар лартрĕ. Иртсе кайнине çаврăнса пăхма та кăмăллă. Хăйĕн кăмăлне хăварса ыттисенне пурнăçа кĕртме тăрăшни ĕçре сахал мар пулнă. Малашне те вăл çынсен шухăш-кăмăлне мала хурасшăн.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика