10 декабря 2019 г.
Первомайскинчи культура çуртĕнче "Шуçăм" халăх фольклор ансамблĕ сцена çине тухнăранпа 25 çул çитнине халалласа "Юрă пире пурăнма, ĕçлеме хавхалантарать" ятпа концерт пулчĕ.
Чĕрĕк ĕмĕр. Нумай-ши е сахал вăл? Çын пурнăçĕпе танлаштарас пулсан шăпах пурăнма, хĕрсе ĕçлеме, юратма пуçланă вăхăт. Творчество коллективĕшĕн вара палăрмалли тапхăр - асра юлнă çул çỹревсем, шырав, тĕпчев, çитĕнỹ саманчĕсем, историе паха ĕçпе çырăнса юлнă йĕркесем. 25 çул кирек мĕнле çанталăкра та килти ĕçсене пăрахса пĕр сиктермесĕр репетицисене çỹреççĕ ялти артистсем. Куçĕсенче кашнийĕн савăнăç хĕлхемĕ çиçет. Кирек хăшĕн çинчен те нумай калама пулать. Вĕсене вара юрлама юратни, çирĕп туслăх, пĕр-пĕринпе сăмах килтерни пĕрлештерсе тăрать.
Юбилей ячĕпе Первомайски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Федоров, район администрацийĕн социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ А. Куданова, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А. Емельянов, централизациленĕ клуб системин директорĕ Н. Алексеева, Вăрмар районĕнчи Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Агеева, Комсомольски районĕнчи Шурут ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Маштанов тата ыттисем саламларĕç.
Хăнасем халăх коллективĕ район культурине аталантарас ĕçе пысăк тỹпе хывнине, юрăçсем республикăра, ун тулашĕнче те курăмлă çитĕнỹсем тунине палăртрĕç, малашлăхра ăнăçусем, пуçарусем сунчĕç.
Кирек хăш уявра та тивĕçлисене тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсемпе чыслаççĕ. Хальхинче те район администрацийĕн Тав çырăвĕсене пачĕç.
Кỹршĕллĕ Каншел клубĕнчи "Çăлкуç" фольклор ансамблĕ (ертỹçи Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В. Верликов), Первомайскинчи "Шуçăм" ача сачĕн фольклор ансамблĕпе унта ĕçлекенсем (ертỹçи Н. Емельянова), Вăрмар районĕнчи Арапуçĕнчи "Гармония" вокал ансамблĕн солистки М. Кузьмина саламланисем чуна пырса тивмелле янăрарĕç.
Ансамбле çỹрекенсем улшăнкалани пулнă. Çавах та пĕрлĕх тытăнса тăнă. Кашни юрăç хăй вырăнĕнче. Уяв савăнăçне маларах коллектива ят-сум çĕнсе илме пулăшнисем те пайланă.
Паянхи кун "Шуçăма" 14 çын çỹрет. Вăл тĕрлĕ çулхи тĕрлĕ профессиллĕ çынсене пĕрлештерет. Программа пуян. Артистсем республикăри, ун тулашĕнчи ялсемпе хуласене тухса çỹреççĕ. Кашни юрри куракана тыткăна илет. Репертуарта туй, хор, улах, халăх... юррисем пур
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)