29 ноября 2019 г.
ÇЕМЬЕ тыткăчи, ачасен юратнă амăшĕ шутланакан хĕрарăм тăвайман ĕç çĕр çинче сахал пулĕ. Вăл производствăра та ырă тĕслĕхлĕ, уй-хир ĕçĕнче те кăтартуллă, сцена çинче те куракансене савăк кăмăл парнелет тата ытти те. Пушă вăхăтра ырă та усăллă ĕç тăвакансем те çав черчен те ылтăн алăсемех. Çакна Первомайскинчи культура çуртĕнче пултаруллă ăстасен ал ĕç куравне пахаланă хыççăн тепĕр хут çирĕплетме май пур. "Пирĕн алăсем кичемленме мар" курава хĕрарăмсем çипрен çыхса хатĕрленĕ мĕнле кăна ĕç тăратман-ши? Эрешлесе çыхнă тутăр-косынка, кĕпе-кофта, алса-нуски, салфеткăсем, виткĕчсем.... Пурне те шутласа та пĕтереймĕн. Марина Семенова, Алевтина Чуммина, Светлана Давыдова, Вера Фролова алă ăстисен ĕçĕсемпе куракансем кăмăлтан паллашнă. Кунтах хĕреслĕ тĕрлекенсен, лентăпа, вĕтĕ шăрçапа, хутран тĕнче ытарлăхне кăтартакансен творчество ĕçĕсем чылайăшне тĕлĕнтернĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)