19 ноября 2019 г.
ÇИТЕС çул Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитет. Хисеплĕ те сумлă уява Каншел тата Пăлаçи Атăк ялĕнче пурăнакансем чыслăн кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Çак тĕллевпех вĕсем пĕрлехи вăйпа вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăка тата унăн таврашне тирпейлеме шут тытнă. Ял старости А. Ермилов тата "Сидели" пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ А. Иванов йĕркеленипе тата ертсе пынипе çак кунсенче вĕсем палăк умне брусчатка сарнă, икĕ айккине вăрçăран таврăнайманнисен тата каярахпа вилнĕ ветерансен ячĕсене мрамор плитасем çине çыртарса хатĕрленĕ. Ушкăнпа тунă ĕçе паян хак пама та кăмăллă. Сăваплă ĕçе кар тăнă С. Иванова, Ф. Давыдова, А. Андреева, Ю. Никитина, А. Елова тата ыттисене те тав тумалăх пур. Ял халăхĕ ячĕпе те ырă сăмах каламалла. Пуçарăва ырласа чылайăшĕ май пур таран укçа-тенкĕ парса пулăшнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)