27 сентября 2019 г.
ИНТЕРНЕТ урлă килĕшекен произведенисене тупса вулама пулать-ха, анчах пĕрех вăл алла кĕнеке тытнă пек киленĕç кỹмест. Чуна та вырнаçмасть. Çавăнпах ялта пурăнакансем, уйрăмах аслă çултисем, библиотекăна çỹреççĕ. Хăйсемпе пĕрле ачисене, мăнукĕсене илсе каякансем те пур. Вĕсем пĕр хайлав хыççăн теприне "шĕкĕлчеççĕ", вулавăша пулăшас тата унăн фондне пуянлатас тесе те тăрăшаççĕ.
Первомайскинчи библиотекăна "Кĕнекене юратса парнелĕр" акци вăхăтĕнче тĕрлĕ жанрлă 40 ытла кĕнеке парнеленĕ. Нумай пулмасть вара Çак ялта пурăнакан М. Исмукова килĕнчен тата 300 ытла илсе килнĕ. Вĕсем пурте çỹлĕксенче вырăн тупнă.
Нумайăшĕн килĕсенче вуласа тухнă кĕнекесем ахалех выртаççĕ. Вĕсене çунтарса яриччен е ахаль çеç тусан пустарса вырттариччен Марина Васильевна тĕслĕхĕпе усă курсан тем пекех лайăх пулĕччĕ. Библиотекăра ĕçлекенсем те, вулама кăмăллакансем те тав сăмахĕ çеç калаççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)