16 апреля 2019 г.
Театр çулталăкĕнче çĕршы- вĕпех тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Театр этем чунĕн- чи ыррине вăратать, кăмăл-туйăма лайăхлатать. Çавăн пекех унта халăх кун-çулĕ, йăли-йĕрки упранать. Çакă çитĕнсе пыракан ăрушăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
Первомайскинчи "Шуçăм" ача садĕнче те Театр çулталăкне халаласа кашни ушкăн тĕрлĕ юмах сценарине суйласа илсе тĕплĕн хатĕрленчĕ. Сăмахсене вĕренесси, куракансене килĕшмелле вылясси - пысăк ĕç. Пĕчĕк артистсем юмахри сăнарсене чунĕсем витĕр кăларчĕç: геройсен хусканăвĕсене, характерне, сассине, пит-куç вылянăвне хăйсене евĕр кăтартма пултарчĕç. Юмах ашшĕ-амăшĕн кăмăлне те кайрĕ.
Г. КИРГИЗОВА, воспитательница
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)