05 марта 2019 г.
Шӑпӑрлансене пурнӑçӑн аслӑ çулӗ çине тӑратиччен ашшӗ-амӑшӗн, воспитательсен, учительсен чун-чӗререн тӑрӑшмалла, хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнма вӗрентмелле. Урамра мӗнле тытмаллине, çул паллисем мӗне пӗлтернине, хӑш вырӑнта çул урлӑ каçмаллине тӗплӗн ӑнлантарса памалла, светофорпа паллаштармалла. Çак ыйтусемпе Первомайскинчи «Шуçӑм» ача сачӗн воспитателӗсем тӑрӑшса ӗçлеççӗ. Йӗркене пӑхӑнма вӑйӑ урлӑ вӗрентеççӗ.
Г. Киргизова, ача сачӗн воспитателӗ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)