26 февраля 2019 г.
Çулталăкăн пĕрремĕш çур çулĕ уявсемпе пуян. Ку хутĕнче Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунне паллă турăмăр. Çак кун кĕçĕннисем аслашшĕсемпе ашшĕсене, пиччĕшĕсемпе куккăшĕсене Первомайскинчи "Шуçăм" ача садне чĕнчĕç. Аслисем тĕпренчĕкĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнма хапăл турĕç. Ăрăва малалла тăсакансем хăйсен çывăх çыннисене уяв ячĕпе саламларĕç. Пĕр вĕçĕмсĕр салам юрри-кĕвви шăранчĕ. Ачасем юрлама çеç мар, ташлама та, илемлĕ сăвă вулама та ăста. Куракансене вĕсен хитре тумĕсем те килĕшрĕç. Уяв хыççăн "Атте, анне тата эпĕ" ăмăрту иртрĕ.
Н. ЛАПШИНА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)