21 декабря 2018 г.
Первомайскинчи Яковлевсен савăнăçĕ чăннипех те иксĕлми. 2019 çула вĕсем икĕ хутлă çĕнĕ çуртра кĕтсе илеççĕ. Пỹрте пилĕк тата ытларах ачаллă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программăпа килĕшỹллĕн тунă.
Çĕнĕ пỹрте кĕнĕ ятпа иртнĕ савăнăçлă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, Первомайски ял тăрăх пуçлăхĕ С. Никитин, В. Краснов индивидуаллă предприниматель, ял тăрăхĕнчи культура çуртĕнче ĕçлекенсем хутшăннă. Рудольф Васильевич йышлă ачаллă çемьене асра юлмалли самантпа саламланă май пепкесене çĕршыва юрăхлă пăхса ỹстерме суннă.
Г. Яковлева та савăнăçне ниепле те пытарайман. Вăл район, республика, çĕршыв ертỹçисене çурт туса панăшăн чун-чĕререн тав тунă.
Объектра В. Краснов предприниматель ĕçленĕ, унăн лаптăкĕ- 108 тăваткал метр, хакĕ - виçĕ млн тенкĕ.
Сăмах май, 2009 çултанпа районта программăпа усă курса нумай ачаллă 23 çемьене çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ. Кăçал иккĕшне - Сăкăтра тата Первомайскинче- эксплуатацине панă. Çулталăк вĕçĕнче Шăнкăртамра тата тепре хута каймалла.
О. БЕЛЬДЕКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)