12 октября 2018 г.
РАЙОНТА кашни эрнере тенĕ пекех спорт мероприятийĕсем пулаççĕ. Ку шăматкун та, октябрĕн 13-мĕшĕнче, Первомайскинче çăмăл атлетикăпа СССР спорт мастерĕ, Пĕтĕм тĕнчери универсиадăн чемпионки, темиçе хутчен Совет Союзĕн чемпионки пулнă тата ытти хисепсене çĕнсе илнĕ Александра Деверинская парнисене çĕнсе илессишĕн ăмăрту иртет. Спортсменăн çуралнă кĕтесĕнче йĕркелекен мероприятие хамăр районти, çав вăхăтрах тĕрлĕ тăрăхран, хуларан килнĕ çăмăл атлетикăна юратакансем пухăнаççĕ. Сăмах май, пĕлтĕр 250 ытла çын пулнă. Старта 13 çул тултарманнисем, 14-17-ри хĕрсемпе каччăсем, арçынсемпе хĕрарăмсем тата ветерансем тăраççĕ.
Ăмăртăва савăнăçлă лару-тăрура 10 сехет те 30 минутра уçаççĕ, 11 сехетре спортсменсем хăйсен ăсталăхне кăтартма пуçлаççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)