05 октября 2018 г.
ПАТĂРЬЕЛСЕМ пур енчен те пултаруллă, çакна пĕр тĕслĕх кăна çирĕплетмест. Çĕр ĕçĕпе те маттур тăрăшаççĕ, выльăхне те йышлă тытаççĕ, çавăн пекех спортра та харсăр. Культурăра та кайрисен ретĕнче маррине нумай пулмасть республикăра тепĕр хут курса ĕненнĕ.
Шупашкарта чăваш халăх музыка инструменчĕсемпе калакансен "Шăпăр-кĕсле, ай, янра!" республикăри иккĕмĕш фестиваль-конкурс иртнĕ. Пирĕн район чысне унта Первомайски ял тăрăхне кĕрекен Каншелĕнчи "Çăлкуç" халăх фольклор ансамблĕн ертỹçи Владимир Верликов хỹтĕленĕ. Ентешĕн пултарулăхне тỹресем те лайăх хак панă. Вăл республикăн тĕп хулинче йĕркеленĕ мероприятире "Вĕрсе каламалли инструментсен солисчĕсем" номинацире лауреат дипломне тивĕçнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)