21 августа 2018 г.
Хĕл хырăмĕ аслă, теççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ çу каçа хатĕрленĕ компот-варени, тăварланă тата маринадланă пахча çимĕç хĕл каçа тĕп сакайсемпе путвалсенче йăлтах пушанать. Çавăнпа та хальхи вăхăтра пĕри те тепри тĕрлĕрен тутлă çимĕç хатĕрлеме тăрăшать. Пытарма кирлĕ мар, чылайăшĕ рецепта интернетран илет. Çав вăхăтрах ятарлă кĕнекепе, хаçат-журнапа усă куракан та сахал тееймĕн. Шăпах çакнашкал хĕрарăмсене пулăшас тĕллевпе Сителти вулавăшра (библиотекарĕ О. Хомуткина, клуб ертỹçи И. Лякова) "Çу кунĕ _ банкăсенче" ("Лето в банке") ятпа курав-рецепт йĕркеленĕ. Паян çамрăк кинсем те кунта килсе пахчара ăнса çитĕннĕ хăярпа помидора, тутлă пăрăçпа кабачкине, кавăнпа патиссона банкăсене мĕнле хатĕрлесе хупмалли пирки вуласа пĕлме пултараççĕ. Куравĕ çурла уйăхĕ вĕçленичченех ĕçлет. Апла пулсан апат хатĕрлеме кăмăллакан кашни кил хуçи хĕрарăмĕ унпа паллашма пултарать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)