17 августа 2018 г.
Кирек мĕнле ырă ĕç те чылайлăха асра юлать. Акă, иртнĕ канмалли кунсенче Первомайскинчи "Шуçăм" ача сачĕн Каншел уйрăмне Н. Емельянова заведующипе Н. Камышова воспитатель пуçарăвне хапăлласа шăпăрлансене ал тăсса пулăшас текенсем йышлăн пуçтарăннă. Коллектив вăйĕпе çеç мĕн пур ĕçе парăнтарма çук-çке... Харсăр ашшĕ-амăшĕ тата уйрăм ăстасем ялта хĕрỹ ĕççи пынине пăхмасăрах шыв каякан çурт тăррине улăштарнă. А. Хураськин, В. Федоров, Ю.Шмаков, М. Ягудин, В. Кириллов, В. Ермошкин, П. Абдеева, Ю. Никитин, Л. Камышов ир пуçласа каçченех тăрăшса ĕçленĕ. М. Иванова вара нимене хутшăннисене тутлă апат хатĕрлесе çитернĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)