31 июля 2018 г.
Юхмапа Пăла тăрăхĕ хитре те асамлă, çав вăхăтрах истори пĕлтерĕшлĕ вырăнсемпе те пуян. Вĕсенчен пĕри - Сител кỹлли тесе хаклас килет. Кунта çуллахи шăрăх кунсенче ватти-вĕтти шыва кĕрсе савăнать, Кăшарнинче Турра ĕненекенсем сăвапланă вакра чỹхенсе тасалаççĕ. Ушкăнпа канма килекенсем те йышлă.
Паян вара Сител кỹлли аякри туристсене те йышăнма хатĕр. "Сидели" тулли мар яваплă общество ертỹçи А. Иванов пуçарнипе тата тăрăшнипе шыв хĕррине питĕ хитре "причал" туса хунă. Кунта калаçса ларма та, пĕчĕк мероприятисем ирттерме те меллĕ. Шыв илемĕпе киленес текенсемшĕн пĕчĕк кимĕ те пур.
- Çак вырăн ял халăхĕшĕн çеç мар, пирĕн тăрăха курма килекен кашни хăнашăн тарават та илĕртỹллĕ пултăр тесе тăрăшрăмăр. Ĕçе пурнăçлама 350 пин тенкĕ тăкакларăмăр. Малашне вара çак илеме тытса тăрасси - пĕрлехи ĕç,- терĕ Александр Ильич кану вырăнĕпе паллаштарнă май.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)