08 июня 2018 г.
Каншелĕнчи "Çăл куç" халăх фольклор коллективĕ (ертỹçи Владимир Верликов) районта иртекен культура мероприятийĕсене çеç мар, унăн тулашĕн- че йĕркелекеннисене те хастар хутшăнать. Çак кунсенче çеç сцена ăстисем Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнче ирттернĕ "Троица кĕввисем" ("Троицкие напевы") чиркỹ юррисен фестивалĕнче Юхмапа Пăла чысне хỹтĕлесе хăйсен пултарулăхне кăтартнă.
Хусан тата Тутарстан митрополичĕ Феофан пуçарăвĕпе йĕркеленĕ мероприяти çỹллĕ шайра иртнĕ. Район администрацийĕпе пĕр шухăшра пулса пуçтарнă фестивале Çĕпрел районĕн ĕçтăвком ертỹçи Марат Гафаров, Хусанти вырăс наци культурин пĕрлĕхĕн аппарат ертỹçи Вячеслав Никифоров, Тутарстанри халăхсен Ассамблейин председателĕн çумĕ Ирина Александровская, Тутарстанри епархи секторĕн ертỹçи Игнатий архимандрид, тĕрлĕрен храм настоятелĕсем тата ыттисем те хутшăннă. Сцена çине черетленсе тухакан ăста коллективсем сахалăн пулман. Пĕринчен тепри хитре юрланă, маçтăр ташланă... Çапах та пирĕн фольклор ушкăнĕ кỹршĕ республикăран пушă алăпа таврăнман, фестивалĕн III степеньлĕ лауреачĕн хисеплĕ ятне тивĕçнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)