22 мая 2018 г.
Никита Гущин Шупашкарти 5-мĕш гимназире 11-мĕш класра вĕренет. Кăçал вăл Раççей шайĕнчи истори олимпиадинче çĕнтернĕ, обществознани предмечĕн олимпиадинче призер ятне илнĕ «Çĕршыв шайĕнчи олимпиада çĕнтерỹçисемпе призерĕсен шкул ачисене ăс-хакăл ăмăртăвĕсене хатĕрленме пулăшмалла. Вĕсем олимпиада ыйтăвĕсене пĕлеççĕ. Унти заданисем, шкулсенчипе танлаштарсан, палăрмаллах уйрăлса тăраççĕ», - хăйĕн шухăшне палăртрĕ Никита Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадисен çĕнтерỹçисемпе тата призерĕсемпе тĕл пулнă самантра.
Тĕлпулу Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче иртрĕ. Çулсеренех Чăваш Енрен пин-пин шкул ачи 21 предметпа Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсен тĕрлĕ тапхăрне хутшăнать. Хальхи вĕренỹ çулĕнче олимпиадăн шкул тапхăрне 53334 ача, муниципалитет тапхăрне 19758 вĕренекен хутшăннă. Регионти олимпиадăра 383 ача çънтерỹçĕ призер пулса тăнă. Чи пултаруллисем, 58 вĕренекен, олимпиадăн финал тапхăрĕнче пĕлỹ шайне кăтартнă. Çапла вара ăсталăх ăмăртăвĕнче Чăваш Енрен пĕр вĕренекен çĕнтерỹçĕ пулса тăнă, 20-шĕ призер ятне илнĕ.
«Эсир Раççей шайĕнчи олимпиадăсене хутшăнса çитĕнỹсем турăр, çапла майпа хăвăр пĕлĕве кăна кăтартман, Чăваш Енре вĕренỹ тытăмĕ çирĕп пулнине те çирĕплетнĕ», - палăртрĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Ен Пуçлăхĕ каланă тăрăх, призерсен йышĕнче гимназисемпе лицейсенче, никĕс шкулсенче пĕлỹ илекенсем кăна мар, ял ачисем те пур. «Ку çитĕнỹсемпе лăпланса лармалла мар, малашне те аталанмаллаĕ.Сирĕншĕн халъ мĕн пур аслă шкул алăкĕ уçă. .Шанатăп, эсир пурнăçра хăвăр вырăна тупатăрах», - терĕ вăл.
ЧР върентỹ министрĕ Александр Иванов палăртнă тăрăх, Пĕтĕм Раççейри олимпиада кăтартăвĕсемпе пирĕн регион Раççейри чи лайăх вунă субъект шутне кĕрет. «Çак çитĕнỹ хăй тĕллĕн пулмасть. Вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшне пулăшса, хавхалантарса пынăшăн пысăк тав», - терĕ Александр Степанович.
Палăртмалла, Никита Гущин шухăшне тĕлпулăва хутшăнакансем ырласа йышăнчĕç. Çапла майпа ЧР Пуçлăхĕн сĕнĕвĕе Вĕренỹ министерствин пĕр-пĕр лагерĕнче пултаруллă ачасене олимпиадăсене хатĕрлемелли центр тăвассипе çыхăннă ыйтăва пăхса тухĕç. Михаил Игнатьев çав центра мĕнле ят парассине çамрăксене хăйсене шанмаллине каларĕ. Калăпăр, интернетра конкурс ирттерме те пулать.
Призерсен йышĕнче физкультура предмечĕпе малти вырăнсене йышăннисем ытларах. Çакă Чăваш Енре физкультурăпа спорта аталантарассипе тĕллевлĕ ĕçленине тепĕр хут çирĕплетет. Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршă шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Денис Ермолаев физкультура олимпиадинче пысăк ăсталăх кăтартнă. Вăл Чăваш Ен спорта юратакан регион пулнине палăртрĕ, кунашкал ăмăртусем пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма вĕрентеççĕ, кăмăла çирĕплетеççĕ. Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç шкулĕнчен физкультура олимпиадинче харăсах икĕ призер пулнине те палăртма кăмăллă. 11-мĕш класра въренекен Никита Кузнецовпа Анастасия Романовăна ăсталăха туптама Владимир Матюшкин вĕрентекен пулăшать.
Тĕп хулари 44-мĕш шкулта вĕренекен Лидия Буракова биологипе ачаранпах кăсăкланать-мĕн. Апла пулин те олимпиадăна хутшăнас тĕллевпе нумай вăй хума тивнине палăртрĕ вăл. Оксана Яковлева вĕрентекен пулăшнипе тĕпчев ĕçĕсем çырнă, Сочири «Сириус» пĕлỹ центрнче пĕр уйăх вĕреннĕ - призер ятне тивĕçнĕ.
Юлашки çулсенче республикăри ачасем географи олимпиадинче те призерсем пулман. Кăçал вара Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицейре вĕренекен Денис Николаев /учителъ Галина Шарова) призер пулса тăнă.
Сăмах илнĕ кашни вĕренекен шкулта паракан пĕлỹ Раççей шайĕнчи олимпиадăра çĕнтерме çителĕксĕр пулнине палăртрĕ. Малти вырăнсене йышăнас тесен тĕллевлĕ хатĕрленмелле, хушма пĕлỹ илмелле. Çавна май вĕсен аслă шкулсенчи преподавательсенчен те пулăшу ыйтма, тỹлевлĕ курссенче ăсталăха ỹстерме тивет.
Тĕлпулăва Чăваш Енри аслă шкулсен ректорĕсем те хутшăнчĕç, хăйсем патĕнче паха пĕлỹ илме условисем туни пирки каласа кăтартрĕç. «Пултаруллă та ăслă ачасем учительсене те аталанма пулăшаççĕ. Вĕсем пĕлỹшĕн çуннине кура вĕрентекенĕн те ытларах тăрăшма тивет», - шухăшне палăртрĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Владимир Иванов. Тĕлпулу çĕнтерỹçĕсемпе призерсене тата вĕсен вĕрентекенĕсене Вĕренỹ министерствин Тав çырăвĕсемпе чысланипе вĕçленчĕ.
Роза ВЛАСОВА
Источник: "Хыпар"