22 мая 2018 г.
Пайланă савăнăç пысăкланать, теççĕ. Пỹртлĕри Албутовсен те чунĕсенчи хĕпĕртевĕпе хаçат вулаканĕсене паллаштармалăх пур.
Иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнче Игорь Валерьевичпа Земфира Петровна Шупашкарти строительство техникумĕн дипомне алла илнĕ ывăлне тăванĕсемпе пĕрле çара ăсатнă. Ăна сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе таврăнма, службăна ăнăçлă пурнăçлама пилленĕ. Çак кунсенче вĕсем патне Вадим тăракан Хусанти танк çарĕн училищин командованийĕнчен ырă хыпар çитнĕ. Çырура чăваш каччи обществăлла пурнăçа хастар хутшăннине, хĕç-пăшалпа усă курма пĕлнине, тỹрĕ чунлине, дисциплинăна пăхăннине, командирсем тата юлташĕсем умĕнче хăйĕн пултарулăхĕпе ырă ят çĕнсе илнине пĕлтернĕ. Малашне те вăл ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пуласса шаннине çырнă.
О. ПАВЛОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)