Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Президент тупăшăвĕнче" первомайскисем çĕнтернĕ

24 апреля 2018 г.

Çак кунсенче Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта 9-мĕш классем хушшинче нумай енлĕ спорт ăмăртăвĕпе республикăри "Президент тупăшăвĕ" спартакиадăн районти этапĕ иртнĕ. Унта 14 команда хутшăннă. Шел пулин те темĕнле сăлтава пула Турхан, Нăрваш Шăхаль, Шăнкăртамри Феизов ячĕллĕ, Алманчăри, Çĕньялти шкулсем команда тăратайман.

Старта тухнă спортсменсем хушшинче вара çивĕч кĕрешỹ иртнĕ. Каччăсемпе хĕрсем 1000 тата 60 метра чупнă, вăрăмăшне сикнĕ, çурăм çинче выртнă çĕртен тăлппăвне çĕкленĕ тата ытти те. Шкул ачисемшĕн çакă çĕнĕлĕх мар. Çапах та пъедесталăн чи çỹллĕ картлашки çине тăма Первомайскисем (вĕрентекенĕ 2017 çулта Республика Пуçлăхĕн грантне илме тивĕçнĕ Валерий Никитин) тивĕçнĕ. Сăмах май каласан, асăннă шкулта ачасене спорта явăçтарас, сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе педагогсем чунне парса ĕçлеççĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам тата Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул коллективĕсем.

Уйрăм кăтартусемпе арçын ачасенчен Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шулти Н. Мазяков, хĕрсенчен Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта вĕренекен В. Кутузова çĕнтерỹçĕсем пулнă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика