07 марта 2018 г.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем, ветеринари специалисчĕсем "Малалла" ял хуçалăх эртелĕнче пулчĕç, выльăх-чĕрлĕх отраслĕн иртнĕ çулхи кăтартăвĕсене пăхса тухрĕç. Канашлăва район пуçлăхĕ, "Малалла" тата "Первомайск" хуçалăхсен председателĕ М. Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов хутшăнчĕç.
Район выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тата унтан тупăш илессипе республикăра малта пырать. 2017 çулта аш-какай 9 пин ытла тонна туса илнĕ, çакă маларахри çултинчен 2,1 процент ытларах. 9 хуçалăхăн, уйрăмах "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиалĕн, кăтартăвĕсем лайăх. Сĕт 45 пин тонна е 2016 çултинчен 9,8 процент нумайрах сунă. "Красное знамя", "Исток", "Батыревский", "Труд" хуçалăхсенче сăвăм пысăк. Шел пулин те, сĕт хакĕ чакни нумайăшне пăшăрхантарать. Пысăк хуçалăхсем 700-800 пин, миллион тенкĕ ытла çухатаççĕ. Белоруссинчен типĕтнĕ сĕт туянма чарнă, çавна май лару-тăру лайăхланас шанчăк çуралать.
Выльăхран продукци илесси апатран, унăн пахалăхĕнчен тата рационтан нумай килет. Хăш-пĕр фермăра çакăн çине тимлĕх сахал уйăраççĕ, çавна май ỹт хушаслăх та, сăвăм та пĕчĕк. Акă, А. Лялькин фермер хуçалăхĕнчи вăкăрсем талăкра 979 грамм мăнтăрланаççĕ. Кунта рацион пуян: 10 ытла тĕрлĕ апата хутăштарса çитереççĕ.
Республикăра ĕне-выльăх шучĕпе район малта пырать, анчах çакă лăпланмаллине, кĕтĕве çĕнетессине пỹрне витĕр пăхмаллине пĕлтермест. Иртнĕ çул виçĕ хуçалăх çеç - "Батыревский", "Исток" тата "Красное знамя" - йыша ỹстернĕ. Ăратлă выльăхсем туянма укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ, çавăнпах вырăнта пăрусенчен ĕнесем тăвассипе ытларах ĕçлемеллине пусарсах каларĕ Л. Кузнецов.
Паян пĕр çĕрте тапăртатса тăнипе малалла каяймастăн. Тухса çỹрени, ытти хуçалăхсен опычĕпе паллашни аталанса пыма та пулăшать. Шел пулин те, хăш-пĕр ертỹçĕсем çакна тĕпе хумаççĕ.
- Хальхи вăхăтра ял хуçалăх, фермер хуçалăх ертỹçисен менеджер, бизнесмен пулмалла. Каймалла, курмалла, вĕренмелле, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшмалла, - терĕ Л. Кузнецов. Сăмах май, кỹршĕри Елчĕк районĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсенчен те тĕслĕх илмелли чылай. Вĕсенче выльăх-чĕрлĕх отрасльне пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов фермăсенче чир-чĕр ан сарăлтăр тесен санитари кунĕсене ирттермелли, витесене çулла дезинфекци тума манмалла марри пирки сăмах пуçарчĕ. Çавăн пекех зоотехниксем çукран документсене тивĕçлĕ шайра туса пыманнине палăртрĕ. Унтан лейкоз пирки каларĕ. Районта ку чирпе вирлĕн кĕрешеççĕ. Тăрăшнин усси куç умĕнче: ĕне-выльăхăн пĕр проценчĕ çеç ку амакпа аптăрать. Фермер хуçалăхĕсен, уйрăм çынсен ытти районсенчен ĕнесемпе пăрусем туяннă чухне питĕ асăрхануллă пулмалла. Республикăра Пăрачкав, Улатăр тата Красноармейски районĕсенче лейкозлă выльăх нумай, çавна май ветспециалистсемпе канашламалла. Пĕр витере лаша, сурăх, сысна усрани те ырри патне илсе пымасть.
Чăваш Енри Патшалăх ветеринари службин ветеринари надзор пайĕн аслă инспекторĕ С. Савельева планпа килĕшỹллĕн ирттернĕ тĕрĕслевсемпе паллаштарчĕ.
Канашлăва район пуçлăхĕ М. Петров пĕтĕмлетрĕ. Кĕскен "Малалла" тата "Первомайск" хуçалăхсен кăтăртăвĕсемпе паллаштарчĕ. Çакăн пек мероприятисем йĕркеленин усси пысăккине, пĕр-пĕринчен вĕренме май пулнине пĕлтерчĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)