Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă ĕç - чун канăçĕ

29 декабря 2017 г.

Сителĕнче çуралнă , халĕ Первомайскинче пурăнакан Владимир Матюшкин Çĕнĕ çула çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе кĕтсе илет. Кăçалхи ỹсĕмсем савăнтарнине те пытараймасть. Телей шăл çĕмĕрсе кĕрет тенĕ евĕр, унăн вĕренекенĕсем Раççей шайĕнче физкультурăпа олимпиадăна хутшăнса призерсем пулчĕç. Вĕсен çитĕнĕвĕсем Владимир Василь- евича Чăваш Ен Пуçлăхĕн грантне илме пулăшрĕç.

- Олимпиада Ульяновск хулинче иртрĕ. Унта хутшăнма пĕр кун, пĕр уйăх хатĕрленни çеç çителĕксĕр. Ачан аталану шайне кура ỹсĕмсем патне утмалла. Теори пĕлĕвĕ пулни те çăлаймасть. Ỹт-пỹ пиçĕхĕвĕ кирлĕ. Спорта чунтан парăнни вара çĕнтерỹçĕсен пьедесталĕ çине улăхма май паратех,- тет физкультура вĕрентекенĕ В. Матюшкин. Çакă вара çитĕнекен ăрăвăн çулне уçма пулăшнине те палăртать вăл. Олимпиада çĕнтерỹçи Н. Мылов халĕ Хусанти Атăлçи физкультура академийĕнче вĕренет. Пысăк стипенди илет.

Владимир Васильевич "Районти чи лайăх вĕрентекен" ята тивĕçни те сумлă. Каллех ĕç кăтартăвне кура панă ĕнтĕ ăна.

Кăçал "Авангард" тата "Советская Чувашия" хаçат призĕсемшĕн пынă çăмăл атлетсен эстафета ăмăртăвĕсенче Первомайскинчи вăтам шкулта вĕренекенсем çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Шкул ачисем хушшинче йĕркелекен спартакиадăра тĕрлĕ енпе призерсен шутне кĕреççĕ. "Зарница" тата "Орленок" вăйăсенче каллех Первомайскисем малти вырăнсене лекеççĕ. Кăçал республикăра "Орленока" хутшăнса виççĕмĕшне тухнă.

Вĕрентекенĕн алă усса ларма пачах та вăхăт çук. Районти олимпиадăра призера тухнисене - С. Алексеевăна, М. Молочникова, Е. Шуряковăна - вĕсем рейтингпа республика тупăшăвне хутшăнма пултараççĕ, унта хатĕрлемелле.

- Тепĕр чухне вырăнти условисем çеç республика, Раççей шайĕнчи ăмăртусене хутшăнма май памаççех. Çавăнпа та шанăç параканнисене районти, Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти спорт комплексĕсемпе стадионĕсене илсе çỹрени те сахал мар,- тет Владимир Васильевич.

Пĕлтĕр Н. Кузнецов та призерсен шутне кĕнĕччĕ. Унашкаллисене вара каллех тепĕр олимпиадăна хутшăнма шанăç параççĕ. Никитăн та çанă тавăрсах хатĕрленмелле.

30 çул ытла ачасемпе ĕçлет Владимир Васильевич. Аслă пĕлỹллĕ, тивĕçлĕ категориллĕ специалист çулсерен сахал мар призерсем хатĕрлет. Ун алли витĕр тухнăскерсем спорт мастерĕн, кандидачĕн ячĕсене тивĕçнĕ. Выпускниксенчен чылайăшĕ халĕ те шкулпа тачă çыхăну тытать. Спонсорла пулăшу пани савăнтаратех. Акă, футбол, волейбол мечĕкĕсем парнеленĕшĕн ачасем те хĕпĕртеççĕ.

Спорт вăл тĕрлĕ енлĕ. Пĕри алă вăй виçессине, тепри çуран чупассине, виççĕмĕшĕ кĕрешессине кăмăллать. Кашни ачан туртăмне, пултарулăхне кура аталантарса пыма тăрăшать вĕрентекен. Ку енĕпе ăна ăста тренерсем те (Л. Никитин, М. Зейнетдинов) сахал мар пулăшаççĕ. Спортзал кирек хăçан та уçă. Йĕлтĕр, çуран чупмалли йĕрсем юрпа та, курăкпа та хупланмаççĕ. Çемйи-çемйипе волейболла, футболла, баскетболла выляма çỹрекенсем пурри хăпартлантарать. Ашшĕ-амăшĕ, ачисем паянхи çанталăкпа киленсе йĕлтĕр-пе уçăлмалла ярăнма тухни мĕне тăрать.

Матюшкинсем хăйсем те ỹркенмеççĕ. Денис ывăлĕ районти ăмăртусене хутшăнса командăна малти вырăнсене кăларма пулăшать. Акăлчан чĕлхине вĕрентекен Ирина Николаевна мăшăрĕ те вĕрентекенсен спартакиадинчен пăрăнса юлмасть. "Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ Владимир Васильевич. Ăна паянхи кун та ĕçпе çирĕплетсе пырать. Унран ыттисен тĕслĕх илмелĕх пурах.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика