Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фестивале хутшăннă

05 декабря 2017 г.

Çак кунсенче Первомайскинчи "Шуçăм" ансамбль (ертỹçи Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Валерий Фролов) Екатеринбург хулинче пулнă. Вĕсем унта "Свердловск облаçĕнчи чăвашсен культура центрĕ" йĕркеленĕ "Кĕр пурлăхĕ- 2017" фестивале хутшăннă. Инçе çула сцена ăстисем хăйсен ентешĕ А. С. Румянцева-Давыдова йыхравланипе пуçтарăннă.

Антонина Сергеевна Первомайски хĕрĕ. Екатеринбург хулине 35 çул каялла кайса тĕпленнĕ, çемьеллĕ. Кунти чăвашсен культура центрĕн хастарĕ те.

Уява тĕрлĕ регионти чăвашсем хутшăннă. "Шуçăм" ансамблĕн репертуарĕнчи юрă-ташăпа вăйăсем куракансене тыткăна илнĕ, тăвăллăн алă çупса темиçе хут та сцена çине чĕннĕ, кăмăлтан савăннă.

Маттур артистсене хула администрацийĕ Тав çырăвĕпе чысланă. Пирĕн ентешсем унти истори музейне асăнмалăх район энциклопедине, буклетне тата тĕрленĕ тутăрпа сăмса тутри парнеленĕ.

Сăмах май каласан "Шуçăм" ансамбль Екатеринбург сцени çинче хăйĕн пултарулăхне кăтартнинче, кунти чăвашсене савăнтарнинче спонсорсен тỹпи те пур. Тăхăр çынран тăракан ушкăн валли Урал тăвĕсем патне поездпа çитсе килмешкĕн кĕмĕл самаях кирлĕ-çке. Мухтав, ырă кăмăллă çынсене, культурăна аталантарма пулăшнăшăн!

Н. МАЗЯКОВА, районти культура ĕçченĕсен профсоюз председателĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика