01 декабря 2017 г.
Аслă Арапуç ялĕнчи ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Фролов ертсе пыракан «Шуçăм» фольклор ушкăнĕ Свердловск облаçĕнчи Мортюш поселокĕнче иртнĕ «Кĕр пурлăхĕ» чăваш наци уявне хутшăннă. Çĕр ĕçне ăнăçлă вĕçленине сăнлакан праçникре Чăваш Енри, Курганти, Челябинскри, Екатеринбургри тата Свердловск облаçĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен ăсталăхĕпе савăнтарнă. Аслă Арапуçсем унта анатри чăвашсен йăли-йĕркипе паллаштарнă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ĕлĕкхи вăййа, туй йăлине кăтартнă, хăна юррисене шăрантарнă. Урал тăрăхĕнче пурăнакан йăхташăмăрсем чăваш йăли-йĕркине, наци праçникĕсене упраса хăварма тăрăшаççĕ. Пухăннисем концерт хыççăн чăваш кухнин апачĕсене тутаннă. Ку уяв Свердловск облаçĕнчи чăвашсен «Туслăх» /ертÿçи Таисия Никифорова/ клубне йĕркеленĕренпе 10 çул çитнипе пĕр вăхăта лекнĕ. Çак клуба çÿрекенсен йышĕ çултан-çул ÿссе пырать. «Шуçăм» фольклор ушкăнĕ вара 1994 çулта чăмăртаннă. Вăл та çулсеренех тĕрлĕ конкурса хутшăнать, хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать.
Источник: "Хыпар"