Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх тытаканăн тути çуллă

24 ноября 2017 г.

Ирхи виçĕ сехетре чылай çын тутлă ыйхăра, Анат Чакăри Елисеевсем вара ура çинче. Мăшăршăн шăп çак вăхăтра ĕç кунĕ пуçланать. Кайран выртса канасси пирки те ĕмĕтленмелли сахалтарах. Çулла уйрăмах кашни сехет шутлă: утă хатĕрлемелле, пахчине çумламалла... Выльăх тытаканăн тути çуллă, теççĕ. Çуллă пултăр тесен тар та нумай тăкмалла. Сергей Николаевичпа Наталия Михайловна кăна çын сăмаххи урлă мар, хăйсен пурнăçĕнчен питĕ аван пĕлеççĕ.

Ялта сахалăшĕ выльăх усрамасть. Витере чĕрĕ чун пулмасан мĕнле-ха вăл? Елисеевсем те ыттисенчен уйрăлса тăман. Ĕне, сысна, сурăх, чăх-чĕп яланах пулнă. 2009 çулта вĕсем 9 ĕне тытнă. Укçа кĕтĕр, ачисем ĕçе хăнăхчăр тенĕ. Çапла пурнăçа тытса пынă. Кун-çул урапи ялан пĕр йĕрпе куçмасть, пăрăнчăкĕсем çителĕклех. Сергей Николаевичпа Наталия Михайловна та вĕсене самаях курнă. Çавăнпах пĕр вăхăт йыша чакарма тивнĕ, анчах çемье пуç усман. Вăй çитерсе татах ĕне-выльăх усрама пуçланă, 2011 çула валли 5 пуçа çитернĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Елисеевсем Мускавра çуллен иртекен "Ылтăн кĕркунне" агропромышленность куравĕнче "Чи лайăх хушма хуçалăх" номинацинче пăхăр медале тивĕçнĕ.

Çемье паян малашлăхпа, тĕллевпе пурăнать. Фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Кăçал вара фермер ĕçне пуçăнакансене паракан гранта тивĕçнĕ.

- Хальхи вăхăтра пирĕн 16 ĕне. Пăрăвĕсем те çавăн чухлех. Пилĕк çулта планпа килĕшỹллĕн сăвакан выльăх 20 пуç пулмалла. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса 7 ĕне, МТЗ-82 маркăллă трактор туянтăмăр, витене реконструкцилерĕмĕр. Халь тата утта преслакан агрегат илмелле тата утă-улăмне упрамалли хранилище тумалла. Выльăх усрасси нихăçан та çăмăл пулман. Ачасемпе тăвансем нумай пулăшаççĕ, - тесе пĕлтерчĕ Н. Елисеева.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика