10 ноября 2017 г.
Çак кунсенче Мускаври "Вырăс юрри" музыкăпа фольклор театрĕнче "Раççей _ эпир пĕрле!" ятпа тĕрлĕ наци ансамблĕн фестивалĕ иртнĕ. Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалланă уяв йыхравне 20 регионти сцена ăстисем хапăл тунă.
Чăваш Енĕн _ çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕн _ чысне Етĕрне районĕн юрăçисемпе пĕрлех Каншелĕнчи "Çăлкуç" халăх фольклор ушкăнĕ те хỹтĕленĕ. Пирĕн район сцена ăстисем çакăн пек сумлă фестивале хутшăнса халăхăмăра ĕлĕкхи юрăсемпе, йăли-йĕркипе савăнтарма пултарни пысăк çитĕнỹ. Сăмах май каласан "Çăлкуçа" Мускав театрĕн сцени çинче чăваш сассине янраттарма шанни çак ушкăна нумай çул ертсе пыракан В. Верликовăн пысăк тивлечĕ тесе хаклас килет. Пултаруллă та ăста музыкçă ансамбль членĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарнăран, вĕсем юрă-кĕвĕ тĕнчине чунтан парăннăран çак ушкăна час-часах çакнашкал тĕрлĕ фестивале йыхравлаççĕ те.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)