20 октября 2017 г.
Октябрĕн 14-мĕшĕнче, Пукрав кунĕнче, Анат Чакăра пурăнакансемшĕн питĕ пысăк савăнăç пулчĕ _ тахçантанпах кĕтнĕ çул хута кайрĕ. Ăна уçнă çĕре ЧР çул-йĕр тата транспорт министрĕ В. Иванов, район пуçлăхĕ М. Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов хутшăнни те пысăк чыс кỹчĕ. Каншелĕнчи В. Верликов ертсе пыракан "Шуçăм" тата Первомайскинчи В. Фроловăн "Çăлкуç" ансамбльсем халăха хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Уяв шỹрпи те питĕ тутлă пулчĕ.
Тăван районăмăр Раççей, республика шайĕнчи программăсене хутшăнса ялсенчи çулсене лайăхлатассишĕн тăрăшни пире, аслă çултисене, питĕ савăнтарать, малалла пурăнма хавхалантарать.
М. БЕЛОВА. Анат Чакă ялĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)