13 октября 2017 г.
Раççей Федерацийĕнче вĕренỹ çулĕн кăтартăвĕсемпе чи лайăх шкулсене палăртасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Çак пĕтĕмлетĕве кăçал Вĕрентекен кунĕ тĕлне турĕç. Выпускниксене питĕ лайăх шайра хатĕрлекен 300 ял шкулĕн ушкăнне Чăваш Енрен 11 вĕрентỹ учрежденийĕ кĕчĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ _ пирĕн районтан: Первомайскинчи Митта Ваçлей ячĕллĕ тата Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулсем.
Вĕренỹре те хастар, спортра та пултаруллă
Пĕтĕмлетỹ тунă чухне паллах вĕрентỹ пахалăхне, ачасен аталану шайĕ ỹссе пынине тĕпе хунах ĕнтĕ. Шăпах çак ыйтăва уçăмлатассинчен пуçларăмăр та калаçăва ку хутĕнче Первомайскинчи вăтам шкул директорĕпе В. Чернышевпа. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче 11-мĕш класа 23 ача çỹренĕ. Пурте Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене ăнăçлă тытса алла аттестат илнĕ. В. Котлова, Д. Ильметова, Н. Маркиданова, А. Клементьева, О. Федорова паянхи кун хăйсен пĕлĕвĕсене И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче малалла тăсаççĕ. Д. Клементьевпа Д. Хромов пурнăçĕсене çар ĕçĕпе çыхăнтарма кăмăл тунă. Колледжсемпе техникумсене çул тытнисем пур. Çакă хăйех шкулта вĕренỹ никĕсĕ çирĕп хурăннине çирĕплетет те.
Шкул директорĕн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ Е. Степанова хаваспах ачасем район, республика, ун тулашĕнче тăвакан çитĕнỹ- семпе паллаштарчĕ. Халĕ 11-мĕш класра пĕлỹ пухакан Н. Кузнецов физкультурăпа, ОБЖпа, вырăс чĕлхипе кăтартуллă пулнине палăртрĕ. Ку енĕпе алла аттестат илнĕ Н. Мылов та харсăр пулнă-мĕн. Николай халĕ Хусанти физкультурăпа спорт академийĕнче вĕренет. Шкул саккинче ларнă чухне тунă çитĕнỹсемшĕнех аслă вĕренỹ заведенине конкурссăр кĕме чыс çĕнсе илнĕ. Стипендийĕ те савăнтарать ачана.
_ Спорта чăннипех те тивĕçлипе аталантарса пыма тăрăшатпăр. С. Емельянов, В. Полетаев тĕнче класлă спорт маçтăрĕ-сем, Юрийпе Наташа Никитинсем, А. Чаш- кин, М. Киргизов тĕрлĕ енĕпе спорт мастерĕсен кандидачĕсем пулчĕç. В. Алексеев та пирĕн шкул выпускникех. Халĕ ФСБра ĕçлет. Карелинче вăй хурать. Командованийĕ паянхи кун та ентеш ĕçĕпе кăмăллă. Çакна пĕлтерсе шкул ячĕпе тав çырăвĕ яни те савăнтарать. Вăхăтĕнче вăл та регион шайĕнче олимпиадăра мала тухса шкул чысне çĕкленĕччĕ,_ терĕ калаçăва малалла тăсса физкультура вĕрентекенĕ В. Матюшкин.
Шкул ачисем хушшинче иртекен спартакиадăра вĕренекенсем çулленех малти вырăнсене çĕнсе илнине те палăртмасăр иртме çук. "Зарницăра" та вĕсенченех тĕслĕх илмелле. "Орленок" вăйăра пĕлтĕр виççĕмĕш вырăна тухнăччĕ. Районти "Авангард" хаçат призĕсемшĕн иртекен çăмăл атлетика чупăвĕнче кашнинчех пьедестал çине улăхаççĕ. "Советская Чувашия" хаçат призĕсемшĕн пынă ăмăртура кăçал пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Президент вăййисенче мала тухса Анапăна кайни те пулнă тата ытти те.
Çитĕнỹ никĕсĕ _ ăста кадрсенче
Çакна шкул администрацийĕ çирĕппĕнех палăртать. Чи пĕчĕк ĕç стажĕллĕ педагог та коллективра 19 çул вăй хурать. Л. Романова, Л. Никитина, Е. Кольцова вырăс чĕлхи, Л. Чернышева биологи, Н. Романов технологи, Н. Федорова информатика предмечĕсемпе тата ытти вĕрентекенсем çулленех олимпиада призерсем хатĕр-леççĕ. Историпе пĕлỹ панă Е. Васильева ăсталăхĕ пуртанах техникума куçнинчен те тĕлĕнме çук.
Ачасен тавракурăмне тата та аталантарма тĕрлĕ кружок ĕçлени те пулăшатех. Е. Сорокина вĕрентекен ертсе пыракан "Çăлкуç" фольклор ушкăнĕ кама кăна юрри-сăввипе савăнтарман-ши? Шкула килекен кирек хăш делегацие те ăшă кăмăлпа кĕтсе илет вăл. Район шайĕнчи мероприятисенчен пĕринчен те юлмасть тейĕн. В. Савинова вĕрентекен ертсе пыракан драма кружокĕ те республика шайĕнчи конкурссене çулленех хутшăнать. Вырăнти артистсем сценарийĕсене те хăйсемех çыраççĕ.
Çул çỹреве тăтăш тухни те кăмăллă. Тĕрлĕ писатель-поэт çуралса ỹс-нĕ, пурăннă вырăна çитсе курни вĕсен кун-çулне тарăннăн тĕпчеме май паратех. Дивеевăри, Муромри, Санкт-Петербургри, Чĕмпĕрти историпе çыхăннă паллă вырăнсенче пулни нумайлăха асра юлатех.
Педагогика коллективĕ ачасен ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнура
Пĕрлехи пухусем ирттерсе, аслисен ырă тĕслĕхне тĕпе хурса ĕçлесе пыма тăрăшаççĕ кунта. Шкулăн иккĕмĕш хутĕнчи коридорта кашни вĕренỹ çулĕн выпускникĕсен ĕçĕ-хĕлне çутатакан стендсем пур. Ăна Л. Шашкин предприниматель тăрăшнипе хатĕрленĕ. Э. Алиуллова педагог-ветеран шкул историйĕпе кăларнă брошюра та кирек хăш выпускника та иртнине куç умне кăларма май парать.
Çулленех вĕренỹ çулне пĕтĕмлетекенни вара "Школьная весна" конкурс. Ăна кашни класс тата вĕсенче вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшĕ хутшăнать. 8 номинаципе иртет. Кĕçĕнни те, аслă çулхи те унта тăрăшса хатĕрленет. Шупашкарти "Лента" пĕрлешĕве ертсе пыракан Р. Иванова кун пирки хакласа çапларах та каланăччĕ: "Кремльти керменте те пĕр хутчен мар чаплă юрăçсен концертне курнă. Анчах вырăнти артистсен пултарулăхĕ вĕсенчен кая пулманни хавхалантарать".
Шкула пулăшма кăмăл тăвакансем вара хăйсен пуçарулăхĕпе савăнтараççĕ. Кăçал та Валерий, Василий, Иван Михайлович Антоновсем спортзала, ОБЖ кабинетне юсама пулăшрĕç. Р. Иванова икĕ кабинет урайне сăн кĕртме май пачĕ.
_ Республика Пуçлăхĕ, вĕрентỹ министерстви, район администрацийĕ çитĕнекен ăрура малашлăх кураççĕ. Çавна май шкулсене тивĕçлĕ пулăшу параççĕ. Шкул администрацийĕ ячĕпе вĕсене тав сăмахĕ каласшăн. Тĕрлĕ конкурс йĕркелесе грантсем илме май пулни хавхалантаратех. Вĕрентỹ ĕçне тимлĕх уйăрни тата та тăрăшарах ĕçлеме хистет,_ тет шкул директорĕ В. Чернышев.
А. АСТРАХАНЦЕВА.
Хаклав
В. ДИКИНА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ:
_ Первомайски шкулĕ çак чыса тивĕçни хавхалантармаллипех хавхалантарать. Паянхи кун эпĕ шкул пурнăçне айккинчен пăхса хак паратăп. Пирĕн ĕçе малалла тăсакан ăста специалистсем пурри савăнтарать. Çурчĕ капмар, пỹлĕмĕсем ăшă та çутă. Ĕçлемелле те ĕçлемелле.
Н. КУЗНЕЦОВ, 11 класс вĕренекенĕ. Отличник.
_ Первомайскинчи вăтам шкула эпĕ кỹр- шĕллĕ Комсомольски районĕнчи Йỹç Шăхаль ялĕнчен пуçламăш классенченех çỹретĕп. Кунта килĕшет мана. Вĕрентекенсем тарăн пĕлỹ пама тăрăшаççĕ.
Е. ШАШКИНА, ача амăшĕ.
_ Çемьере икĕ ача пирĕн. Асли _ Валерия _ иккĕмĕш класа çỹрет. Çĕнĕ темăна шкултанах ăша хывса килет. Н. Янаслова вĕрентекен килти ĕçе мĕнле пурнăçламаллине те тĕплĕн ăнлантарать. Вĕрентекенпе ашшĕ-амăшĕн çыхăнăвĕ пурах. Пĕрлехи мероприятисем йĕркелени те çакна тума май парать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)