29 августа 2017 г.
Шăп 20 çул каялла Чечен Республикинчен хĕсметрен таврăнса Канаш хулине шалти ĕçсен пайне ĕçе вырнаçнăччĕ Сителти Александр Игнатьев. Шел, çак çĕр çинче унăн пурăнмалли кунĕсем питĕ сахал пулчĕç. Милици тумтирне те йĕркеллĕ тăхăнса курайман вăрçă вутĕнчен таврăннă çамрăкăн пурнăçĕ çул-йĕр аваринче татăлчĕ…
Вăхăт хуйха пусарать теççĕ. Çук çав. Ашшĕпе амăшĕшĕн, çывăх тăванĕсемшĕн Саша ĕмĕр пирчейми суран. Унăн ятне асăмăрта хăварас тесе ялти культура çурчĕпе библиотека ĕçченĕсем И. Ляковăпа О. Хомуткина, вырăнти депутатсем, Сашăн шăллĕсемпе йăмăкĕ, пĕр класра вĕреннĕ тус-юлташĕ тăрăшнипе волейбол турнирĕ ирттерме йышăнчĕç. Чечен вăрçин паттăрĕн кубокне çĕнсе илессишĕн 5 команда тупăшрĕ, пурте Сителсем. Малашне ытти ялсене те чĕнесшĕн. Яланхи пекех студентсен команди çĕнтеруçĕ ятне тивĕçрĕ. Палăртса хăвармалла, ку ушкăнри волейболистсем Первомайски тăрăхĕнче иртекен ăмăртусенче чăн-чăн чемпионсем темелле. А.Шайманов ертсе пынипе вĕсем кăçал çеç çичĕ хутчен мала тухма пултарчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене ял çамрăкĕсемпе шкул ачисем пайларĕç.
Ăмăрту çĕнтерỹçисене çеç мар, пур командăна та парнесемпе хавхалантарчĕç мероприятие йĕркелекенсем. Cпонсорсен шутĕнче "Сидели" хуçалăх ертуçи А.Иванов, ял тăрăх депутачĕ Ю. Степанов, "Мария" магазин хуçи С. Степанов, паттăрăн тус-юлташĕ пулчĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле шỹрпе çирĕç, пиртен ытла та ир уйрăлса кайнă ял çамрăкне аса илчĕç. "Çакăн йышши тупăшусем ялта пурăнакансем хушшинчи туслăха татах та çирĕплетме, çитĕнекен ăрăва çуралнă кĕтеспе, çыннисемпе тĕплĕнрех паллашма пулăшаççĕ, физкультурăпа спорта аталантарма вăй-хал параççĕ", _ терĕç Сителсем малашне ялтан тухса кайнă ентешсене те çакнашкал мероприятисене анлăн явăçтарма сăмах парса.
А. КОЗЛОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)