15 августа 2017 г.
Чãваш Республикин Пуçлãхĕн 2017 çулхи çурла уйãхĕн 12-мĕшĕнче кãларнã 316-мĕш хушãвĕпе килĕшÿллĕн шкул ачисем хушшинчи физкультура предмечĕпе Пĕтĕм Раççейри олимпиадин призерĕсене хатĕрленĕшĕн Первомайскинчи Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ вãтам шкулти физкультура учителĕсене - Владимир Васильевич Матюшкинпа Валерий Николаевич Никитина - 150-шар пин тенкĕ укçан парса хавхалантарма йышãннã.
Чãваш Республикин Пуçлãхĕн 2017 çулхи çурла уйãхĕн 12-мĕшĕнче кãларнã 317-мĕш хушãвĕпе килĕшÿллĕн чãваш чĕлхипе тата литературипе шкул ачисем хушшинчи Пĕтĕм тĕнчери олимпиадин призерне хатĕрленĕшĕн Турханти вãтам шкулти чãваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Валентина Анатольевна Самаринёна, тутар чĕлхипе тата литературипе шкул ачисем хушшинче Пĕтĕм тĕнчери олимпиадин призерне хатĕрленĕшĕн Шãнкãртамри 1-мĕш вãтам шкулти тутар чĕлхипе литературине вĕрентекен Гельсирень Гадельзяновна Абейдулловãна 50-шар пин тенкĕ укçан парса хавхалантарма йышãннã.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)