16 июня 2017 г.
Пирĕн ача сачĕ "Шуçăм" ятлă. Унта ачасем çулталăк çурăран пуçласа шкул сакки çине ларма пуçличчен çỹреççĕ. Мĕнле кăна мероприяти йĕркелеместпĕр-ши кĕçĕннисемпе! Уявсенче пĕринче те чысламасăр, саламламасăр хăвармастпăр. Ачасем ашшĕ- амăшне, çĕршыв хỹтĕлевçисене, ветерансене хăйсем патне йыхравласах тăраççĕ. Чăваш халăх йăли-йĕркине те манăçа кăларасшăн мар. Садикре çулленех çăварни, мăнкун тата ытти уявсем те иртеççĕ. Вĕсене ушкăнпа хаваспах хутшăнаççĕ. Кĕске сценкăсенче выляççĕ. Тĕрлĕ юмах сыпăкĕсене куракансем умĕнче лартаççĕ.
Матур ачасемпе садик ĕçченĕсем хăйсен пултарулăхĕпе, юрă-ташăпа Первомайскинчи культура çуртĕнче Ашшĕпе Амăшĕн çулталăкне халалланă концертра та савăнтарнăччĕ. "Мир и дружба" юрра вĕсем пĕрле шăрантарнăччĕ.
Г. КИРГИЗОВА, воспитатель
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)