Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăлтах медаль тупнинчен пуçланнă

12 мая 2017 г.

«Аслаçу герой пулнă»

— Пирĕн асаттен Николай Гаврилович Матюшкинăн 4 ывăлпа 3 хĕр пулнă. Ачисем пурте Матюшкин хушаматпа çÿренĕ, — çапла пуçларĕ калаçăва Патăрьел районĕнчи Сителте пурăнакан Юрий Степанов. —Анчах асаттепе асанне çырăнман. Манăн атте Николай Николаевич çемьере чи кĕçĕнни пулнă. Вăл Матюшкин хушаматпах шкул пĕтернĕ. Ашшĕпе амăшĕ çырăнман пирки çара ăна амăшĕн хушамачĕпе илнĕ.

Çапла ыттисем пурте Матюшкинсем, атте ĕмĕрне Степанов хушаматпах ирттерчĕ.

Шел, пĕлтĕрхи утă уйăхĕнче чире пула вăл пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Çывăх çыннăмăра юлашки çула ăсатнă хыççăн вăл каланă сăмахсем тăтăшах аса килме пуçларĕç: «Аслаçу герой пулнă, анчах ăна никам та асра тытмасть, пăхмасть». Кĕркунне хамăр умра пусă чавтартăм. Ун чухне «Çапăçури тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медаль тухрĕ. «Ку асаттен мар-ши?» — шухăшласа илтĕм тÿрех. Номерĕпе Интернетра шырарăм – нимех те тупаймарăм. Патăрьелти çар комиссариатĕнче те пулăшаймарĕç. Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин тĕп архивне ыйтупа тухрăмăр. Хурав памарĕç.

Татах çыру ятăмăр. Сас-хура çук та çук. Виççĕмĕшне ярсан çеç, Çĕнĕ çул хыççăн,хурав кĕтсе илтĕмĕр. Эпĕ тупнă медаль асаттен Николай Гавриловичăн мар иккен.

Хуçине тупайманран ăна çар комиссариатнех парса хăвартăм.Асатте 1942 çулта вăрçа тухса кайнă. Хĕвел анăç фронтĕнче çапăçнă, Сталинграда хÿтĕленĕ çĕре хутшăннă. Çапăçура паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн II тата III степень Мухтав орденне, Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, «Паттăрлăхшăн», «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ. Виçĕ орден илнĕ паттăр салтак «Совет Союзĕн Геройĕ» хисеплĕ ята илмелли çын пулнă.

Çырура палăртнă тăрăх, Патăрьел районĕнчи Сителте çуралса ÿснĕ Николай Матюшкин 51-мĕш гварди дивизин 158-мĕш стрелоксен полкĕн минометчикĕ пулнă. Вăл Витебск облаçĕнчи шыв урлă каçнă чухне хăйĕн миномет çулăмĕпе тăшманăн 15 салтакĕпе офицерне тĕп тунă. Каярахпа Литва тăрăхĕнчи пĕр юхан шыв урлă каçнă чухне тăшман орудине аркатнă, фашистсен 10 салтакне тĕп тунă. Литва тăрăхĕнчех миномет çулăмĕпе тăшманăн танксене пемелли пулеметне пăчлантарнă, миномет батарейине тĕп туса пирĕн пехотăна малалла иртме çул уçса панă. Пысăк наградăсене вăл шăпах çавăншăн тивĕçнĕ. Унăн паттăрлăхĕ пирки паянхи кунччен те никам пĕлмест. Çар комиссариатĕнче кирлĕ документсене йăлтах тутартăм. «Паттăра палăк лартса парасчĕ хăть», — терĕм. Ку ыйтупа республикăри çар комиссариатне тухрăм. Анчах 1991 çул хыççăн вилнĕ ветерансен вил тăприсем çине кăна палăк лартаççĕ-мĕн. Çав вăхăтрах саккун I, II, III степень Мухтав ордене тивĕçнĕ паттăрсен вил тăприсем çине Раççей Федерацийĕн бюджечĕн укçинчен 150 пин тенкĕлĕх палăк лартма ирĕк парать.

Пирĕн асаттен те 3 орден: I степень Мухтав орденĕ вырăнне унăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ. Манăн шухăшпа çакна шута илмеллех. Ку ыйтупа Патăрьел район администрацине 5 хутчен те кайрăм. Хурав памарĕç-ха.

Раççей Президенчĕн администрацинех çыру ярас пулĕ. Манăн асатте пеккисем чи телейсĕр салтаксем пулнă. Эпир пĕчĕк чухне Çĕнтерÿ кунне уявланă май палăк умĕнче вăрçăра пуç хунисене асăнса пĕр минут шăп тăраттăмăр. Ветерансем те пирĕнпе юнашарччĕ. Вĕсем вилсе пĕтрĕç, анчах ячĕсене паянхи кунччен те палăк çине çырман. Сител ялĕнчен вăрçа 136-ăн кайнă, вĕсенчен çурри çапăçу хирĕнчен таврăнайман. Килнисем те пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ. Паян вăрçă ветеранĕсенчен Василий Ляков кăна пурăнать. Манăн тĕллев — асаттесем пек паттăрсем çинчен пурне те пĕлтересси. Çĕр айĕнче те пулсан савăнса выртчăр.

Каласа кăтартма юратман

Юрий Степанов пĕлтернĕ тăрăх, Калля Микулĕ /Николай Гаврилович Матюшкина ялта çапла чĕннĕ йышлă çемьере çитĕннĕ. Çемьери ачисенчен фронта иккĕшĕ тухса кайнă. Герасим вăрçăра çухалнă. Николай салтака кайичченех авланнă. Арăмĕ Наталия Степановна икĕ ачапа — Элекçейпе тата Таиçпе — юлнă. Вăл вăрçăра чухне Маруç çуралнă. Николай Гаврилович вăрçăран

1946 çулта таврăннă. «Пионер» колхозра бригадирта, ферма заведующийĕнче ĕçленĕ. 1967 çулта халăха пенси пама пуçланă. Сăмах май, вăл 12 тенкĕ пулнă. Çак ĕçе йĕркелесе ярас тĕллевпе Матюшкин ял тăрăх документсем туса çÿренĕ. Ăслă-тăнлă, анлă тавра курăмлă, çирĕп кăмăллă пулнипе палăрнă вăл. Хурт-хăмăр тытнă.Фронтри пирки питех каласа кăтартман, наградисене çакса мăнаçланса çÿремен.Сăпайлă та тÿрĕ кăмăллă пулнă. «Хĕрĕ Таиç аппа каланă тăрăх, вăрçăран вăл офицер тумĕпе кăкăр тулли наградăпа килнĕ. Шел, орден-медалĕ упранса юлман.

Атте аса илнĕ тăрăх, ĕлĕк клубра концерт-спектакль лартас умĕн районтисем килеççĕ тесе ветерансен орден-медальне культура çуртĕнче çактарнă. Çар комиссариатĕнчен çапла каланă-мĕн. Çавăнта çухалнă вĕсем.

Халĕ çар комиссариатĕнчисем хускалчĕç -ха. Райадминистраци алă парасшăнни палăрмасть-ха. «Эсир, мĕскер, хваттер илессишĕн çÿретĕр-и?» — терĕç. Çав тери тарăхрăм. Асаттен вил тăпри çине пĕчĕк кăна палăка хам та лартаятăп. Вĕсем пулăшмасан та утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче, атте пурнăçран уйрăлнăранпа çулталăк çитнĕ чухне, пĕрех лартатăп. Хăть 5-10 пин тенкĕ парсан та кăмăллă пулатчĕ. Укçишĕн каламастăп, паттăр салтака хисеп туни паха», — пăшăрханăвне пытармарĕ Юрий Николаевич.

Юрий Степанов кăçал хăйĕн ачисемпе Сителте, Патăрьелте йĕркелекен «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăннă. Çав тĕллевпе аслашшĕн портретне пысăклаттарнă. Сăмах май, Юрий Николаевичăн кукашшĕ Павел Леонтьевич Прискин та Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ пулнă. Ăна водитель пулнă май фронта пĕрремĕш куннех илсе кайнă.

Павел Леонтьевич «Катюшăна» итлеттернĕ. Нумай наградăна тивĕçнĕ. Вăрçăран таврăнсан 93 çула çитиччен пурăннă. Унăн вил тăпри çине çар комиссариачĕн пуçарăвĕпе чаплă палăк лартнă. «Санăн аслаçу вăйлă çын пулнă», —тесе мана кукаçи те пĕрре кăна мар каланă.Анчах эпĕ темшĕн интересленмен унпа», —тунмарĕ Юрий Николаевич.

Йăх йывăçне тăвасшăн Юрий Степанов Сителти, Пашьелти шкулсене пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти ятарлă спорт шкулĕнче çăмăл атлетика енĕпе ăсталăха ÿстернĕ, механикăпа технологи техникумĕнче пĕлÿ илнĕ. «Çав çулсенче ялсенче çынсем килте çăкăр пĕçеретчĕç. 1998 çулта Пензăна арманçа вĕренме кайрăм. Ара, арманçăпа вăрманçă ялта ĕлĕкренпех хисеплĕ çын пулнă та.

Вĕренсе тухнă хыççăн яла таврăнтăм, Пашьелти юлташăмсемпе çăнăх вĕçтерме пуçларăмăр. Икĕ сменăпа ĕçлеттĕмĕр. Астăватăп-ха: пĕрре машинăпа масар витĕр армана васкатăп. Манăн смена çур çĕрте пуçланатчĕ. Нарăс уйăхĕччĕ, çил-тăманччĕ, нимĕн те курăнмастчĕ. «Сана кирлĕ-и-ха ку, Юркка? Мĕн тума каятăп-ха асапланса? Хулара та ĕç пурччĕ», —шухăшлатăп ăшра. «Тен, ку самантлăх йывăрлăх кăна. Çакна çĕнтерсен сана çăмăлрах пулать», — хирĕçлерĕ шалти сасă.

Армана çитрĕм те — ăшă, лăпкă. «Апла тăк — кирлех!» — лăплантартăм хама… Халĕ яла таврăннăшăн çав тери хĕпĕртетĕп. Мăшăрăм та Татьяна /вăл Пашьелте çуралса ÿснĕ/ мана качча тухсан яла килчĕ. Аслă Арапуç вулавăшĕнче ĕçлет. Ывăлпа хĕр — Степăпа Стеша /йĕкĕреш/ — ÿстеретпĕр. Анне Лидия Павловна тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Унпа пĕрле пурăнатпăр. Хамăр ĕçе тунисĕр пуçне Сител ялĕн тирпей-илемĕшĕн те, хăтлăхĕшĕн те тăрăшатпăр. Яла пырса кĕнĕ çĕрте кăçал «Сител ялĕ» тесе илемлĕн çырса хурасшăн -ха», — паллаштарчĕ Юрий Николаевич.

Мал ĕмĕтлĕскер хăйсен йăх йывăçне те тума палăртнă. Ара, аслашшĕн 7 ача, 23 мăнук, мăнукĕсен ачисене вара шутласа та кăларайман. Унăн ырă тĕслĕхĕ ытти çамрăка та аслашшĕн-кукашшĕн, мăн аслашшĕн-мăн кукашшĕн шăписемпе интересленме хавхалантартăр.

 Роза ВЛАСОВА

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика