17 марта 2017 г.
Чылай кайăк кĕркуннех ăшă енне вĕçсе кайнă. Хăшĕ-пĕри вара кунта хĕл каçма юлни те пур. Урамра сивĕ кунсем тăчĕç. Мĕнле пурăнаççĕ-ха пирĕн çумри çунатлă туссем? Вĕсене пулăшакансем тупăнчĕçех. Первомайскинчи "Шуçăм" ача садне çỹрекенсем çулленех кайăксене вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе вĕсем сырăшсем çакаççĕ, унта тĕрлĕ апат-çимĕç хураççĕ. Мĕн тери савăнаççĕ вара хĕрачасемпе арçын ачасем сырăшсем патне вĕçен кайăксем вĕçсе пырсан. Çунатлă тусĕсене айккинчен сăнаса тăраççĕ.
Ачасем мĕн пĕчĕкрен çут çанталăка юратса ỹсчĕр тесе тăрăшатпăр. Çавна май вĕсене юмахсем каласа паратпăр. Хăш чĕрчун мĕнле усă панине вĕрентетпĕр.
Т. ХУРАСЬКИНА, воспитатель
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)