10 марта 2017 г.
Асанне юмахĕсем, асанне арчи, асанне юрри-кĕвви... Паянхи çамрăкшăн çаксем пурте музейри пĕр сумлă кĕтесре упранмалли тупра евĕр çеç туйăнать-тăр. Анчах та çулĕпе шултăраланнă ача амăшĕсем вара хальхи вăхăтра сцена çинче те маххă памаççĕ темелле. Çакна Сителти ял клубĕн- че Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе йĕркеленĕ асаннесен конкурсне хутшăнакансем тепĕр хут çирĕплетсе панă. Пурнăçри хура-шурне самай черетленĕ аннесем культура çуртне хисеп туса килнĕ куракансене тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтернĕ: юрă-ташăпа юнашарах кулăш-шỹтпе савăнтарнă, çулĕсене кура мар правур хусканупа хавхалантарнă, тутлă апат-çимĕçпе тĕлĕнтернĕ... Ылтăн алăллă сцена ăстисене тỹре членĕсем кашнинех пултарулăхне кура хакланă: М. Выросова _ "Чи сăпайлă асанне", Н. Соколова _ "Чи кăмăллă асанне", Е. Николаева _ "Чи пултаруллă асанне", Р. Матюшкина _ "Чи лайăх асанне". Урăхла каласан, кашни асанне хăйĕн асамлă вăйĕ-пе куракана тыткăнланă.
Асанне-артистсене тата курма килнисене Первомайск ял тăрăх пуçлăхĕ С. Никитин, Ю. Степановпа Ю. Прискин депутатсем, ял тăрăхĕнчи централизациленĕ клуб ертỹçи Р. Ефимова çуркуннен пĕрремĕш уявĕпе ăшшăн саламланă, пурнăçра мĕн пур ыррине çеç суннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)