Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш поэзийĕн классикне асăнса

10 марта 2017 г.

 Иртнĕ эрне вĕçĕнче, тĕрĕсрех, мартăн 5-мĕшĕнче, чăваш поэзийĕн классикĕ Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 109 çул çитрĕ. Василий Егорович 1908 çулта Аслă Арапуç ялĕнче çуралнă. Çамрăклах халăхра паха сăвăсем çырса палăрнă поэт пирĕн хаçат никĕслевçи те шутланать _ Митта Аслă Па- тăрьел районĕнчи "Паянхи сас" ятпа тухакан хаçат-ра 1930-1931 çулсенче вăй хунă. Ентешĕмĕр 1957 çулта унчченхи Первомайски район акатуйне килсен куçне ĕмĕрлĕхех хупнă, хĕрĕх тăххăртах пурнăçран уйрăлнă _ нумай çул пĕр айăпсăр тĕрмесенче нушаланни чĕри çинче тарăн сурансем хăварнă.

Асăннă кун Юхмапа Пăла тăрăхĕн хастарĕсен пĕр ушкăнĕ, çав шутра Николай Ларионов журналистпа Николай Николаев юрăçă, Первомайски ял масарĕнче Митта вилтăпри умне çитсе курнă, паллă поэт палăкĕ умне чечек çыххи хунă, икерчĕпе асăннă, пурнăçĕпе пултарулăхне аса илнĕ.

Сăмах май, республикăра Митта Ваçлей ячĕллĕ преми те пур. Лауреатсен сумлă йышĕнче "Авангард" та тăрать.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика