Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Умри тĕллевсене пурнăçлаççĕ

07 марта 2017 г.

Патăрьел райповĕн Первомайскинчи куллен кирлĕ таварсем сутакан лавкка ĕçченĕсем умма лартнă тĕллевĕсене уйăхсерен пурнăçласа пыраççĕ. Ял халăхне мĕн кирли пурте пур кунта. Ĕçе самообслуживани мелĕпе йĕркеленĕрен таварсене туянакансем хăйсемех суйласа илеççĕ.

Уйăхсерен 450-500 пин тенкĕлĕх суту-илỹ тума пултарнинче А. Кошелева заведующин, А. Клементьева, С. Убасева сутуçăсен тивĕçлĕ тỹпи пурах.

_ Ял халăхĕн кăмăлне кура ĕçлеме тăрăшатпăр. Килсенче выльăх-чĕрлĕх тытакан йышлă. Вĕсене кирлĕ апат хутăшĕсем пурри те халăха пирĕн пата утма май парать. Сĕт укçине илме те лавкканах килеççĕ. Никам та пушă алăпа тухса каймать. Уйăхсерен икçĕр- шер пин тенкĕлĕх сĕт пухаççĕ хатĕрлевçĕ-сем,_ тет Анна Николаевна ертỹçĕ. Сутуçăсем хăйсем те килĕсенче икшер-виçшер ĕне тытаççĕ.

Çăкăр-булка изделийĕсене, сĕт-турăх продукчĕсене, улма-çырлана куллен турттарса тăраççĕ. Стайка çинче хытса е пăсăлса выр- таканни çук.

Пусма таварĕ те çителĕклех. Вĕсене вырăн таврашĕ çĕлеме те туянанаççĕ. Тата ялсенчи культура çурчĕсен çумĕнчи фольклор ушкăнĕ- сем уявран-уява сцена çине тухмалли кĕписене çĕнĕрен-çĕнĕ çĕлеттерсе тăраççĕ.

Строительство материалĕсем те пур лавк- кара. Çуккине вара заказпа кỹртерсе килтереççĕ.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика