Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлесен тупăшĕ те кĕрет

28 февраля 2017 г.

"Малалла" ял хуçалăх эртелĕнче отчет пухăвĕ иртрĕ, унта пĕлтĕрхи кăтартусене пĕтĕмлетрĕç. Хуçалăх çулталăка 19,3 процент рентабельлĕх- пе вĕçленĕ. Таса тупăш виçĕ миллион тенкĕпе танлашнă.

2016 çул пит çăмăлах килмерĕ: çуллан малтанхи уйăхĕнче ăшши те, нỹрĕ те çителĕклĕ пулчĕ, анчах кайран хĕвел шартарса пăхма пуçларĕ. Кĕркунне çумăрĕ чарăнма пĕлмесĕр çурĕ. Апла пулин те хуçалăхăн ỹсен-тăран отраслĕнчи кăтартусем аван. Тыр-пул тухăçĕ пĕр гектартан вăтамран 25,1 центнер, çĕр улмин 185,2, вăрлăх сухан 120 центнер тухнă. Çакă эртел суперэлита, элита вăрлăхсемпе çеç ĕçленипе те çыхăннă. Тăпра пулăхлăхне пуянлатма минераллă удобренисемпе гербицидсем те сапнă, пĕрлех пусă çаврăнăшне те пăхăннă. Сăмах май, "Малалла" хуçалăх районта тыр-пул вăрлăхне туса илессипе ĕçлекен хуçалăхсенчен пĕри. Кунта ăна хăйсене валли кăна мар, сутлăх та хатĕрлеççĕ. Хĕл ыйхинчен вăраннисем кондицие лартнисене килсех илеççĕ, вĕсем хушшинче районти, ун тулашĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем те пур. Çавăн пекех хăйсем те çулленех çĕнетсех тăраççĕ. Унсăрăн епле-ха? Вăрлăх _ тухăç никĕсĕ, çакна кунта асра тытаççĕ.

Ял хуçалăхĕнче кашни отрасль пĕр-пĕринпе çыхăннă. Акана е вырмана вăхăтра тата кĕске тапхăрта ирттерсе ярас тесен техникăсăр май çук. "Малалла" эртелте ĕççие 13 трактор, тăватă комбайн тата автомашинăсем хутшăнаççĕ. Вĕсене çỹретме кадрсем çителĕклĕ, пурте опытлă. Механизаторсем хăйсемех хурçă "утсене" юсаççĕ. Çавăн пекех техника хăрушсăрлăхне пăхăнса вăй хума та тивĕçлĕ условисем пур.

Ферма пурри хуçалăха алă-ура çавăрса пыма май парать. Кунта ĕне-выльăх 228 пуç, унтан сăваканни _ 100, пушмак _ 19. Пĕр ĕнерен 2015 çулта вăтамран 4560 килограмм сĕт сунă, 2016 çулта 4570 килогрампа танлашнă. Виçĕмçул 100 ĕнерен 88 пăру илнĕ, иртнĕ çул _ 108. Пĕлтĕр выльăхсен талăкри ỹт хушаслăхĕ 528 грамм пулнă. Сĕтрен тупăш пĕр миллион тенкĕ ытларах кĕнĕ.

Хуçалăхра пĕр вăхăтра лейкозлă ĕнесем нумайччĕ, вĕсене пĕтерес тĕллевпе пĕлтĕр чирлисене сутса ячĕç. Вĕсем вырăнне "Первомайск" кооперативран сывă пушмаксем туянчĕç. Малашне выльăхсен йышне ỹстерме палăртаççĕ.

"Малалла" ял хуçалăх эртелĕн сухаланакан çĕр 1060 гектар, унтан 90-не Шăхач ял тăрăхĕнчен арендăна илнĕ. Çавăн пекех унта пурăнакан 88 çĕр хуçи те хăйсене тивĕçекен пайсене хуçалăхах шанса панă. Кăçалхи ĕç планĕпе килĕшỹллĕн пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 530 гектар йышăнĕç, çĕр улми _ 60, вăрлăх сухан _ 10. Акана кĕске вăхăтра ирттерсе яма çунтармалли-сĕрмелли материалсем, юсав пайĕсем турттарма пуçланă.

Çакна та палăртса хăварас килет: хуçалăхра акăнман, лартăнман лаптăк çук. Çĕр пай хуçисене тырă, тухăçа кура, 200 килограмм таран параççĕ. Налукне те эртел хăйех тỹлет.

Отчет пухăвĕнче "Малалла" хуçалăх ертỹçи М. Петров, ял тăрăх пуçлăхĕ С. Никитин, Н. Лукин тĕп агроном, Н. Пазухин тĕп инженер, Н. Белова ветфельдшер тата ыттисем те тухса калаçрĕç. Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов Юхмапа Пăла тăрăхĕн кăтартăвĕ- сем пирки кĕскен каларĕ.

О. ПАВЛОВА

Вулакана пĕлме

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче отчетпа суйлав пухăвĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Ĕнерхи кунччен вăл "Дуслык", "Труд", Красное знамя", "Первомайск", "Звезда", "Мир" кооперативсенче пулчĕ. Çывăх кунсенчех "Хастар", "Батыревский", "Родина" тата "Исток" хуçалăхсенче 2016 çула пĕтĕмлетĕç, кăçалхи тĕллевсене палăртĕç.

Цифрăсемпе фактсем

"АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ хута кайнăранпа районти пĕчĕк хуçалăхсем çăмăллатнă кредитсем 4 млрд 32 млн тенкĕлĕх илнĕ, вăл шутра 2016 çулта 988 кредит 327 млн тенкĕлĕх.

Районта пурăнакансене ĕç вырăнĕсем тупса парас тĕллевпе кăçал 15 инвестици проектне хута яма палăртнă, пĕлтĕр 22 проекта пурнăçа кĕртнĕ.

Районти комисси тата ял тăрăх пуçлăхĕ- сем пĕрле ĕçлесе инвентаризаци тунă хыççăн унччен ял хуçалăх предприятийĕсен пулнă, анчах тивĕçлĕ документсемсĕр 257 объекта тупса палăртнă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика