27 декабря 2016 г.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Аслă Арапуçĕнче тĕрлĕ турнир ирттересси йăлана кĕнĕ. Кунта çамрăксене спортпа туслаштарма, ăмăртусем йĕркелеме майсем те пур: ялта икĕ спортзал (шкулта тата культура çуртĕнче), икĕ стадион, хоккей курупки...
Раштав уйăхĕн малтанхи кунĕсенче шкулта вĕрентекенре ĕçленĕ Николай Кузьмина асра тытса волейбол турнирĕ иртрĕ. Унта Патăрьел тата Комсомольски районĕсенчен йышлă командăсем хутшăнчĕç.
Ку хутĕнче вара Чечняри çапăçусене хутшăннă Юрий Ендеева асăнса йăлана кĕнĕ турнир пулчĕ. Ăна Первомайски ял тăрăхĕн администрацийĕпе шкул дирекцийĕн, ашшĕ-амăшĕн, юлташĕсен, Шупашкарти "Страж" ятарлă тĕллевлĕ пай ĕçченĕсен, В. Секретов предпринимателĕн пуçарăвĕпе вуннăмĕш хут йĕркелерĕç.
_ Спецназовецсен туслăхĕ питĕ çирĕп. Пиртен вăхăтсăр уйрăлнă кашни тусах асăнатпăр. Çакнашкал турнирсем йĕркелени питĕ вырăнлă. Паянхи çамрăксене паттăр пулма вĕрентес килет. Юра Ендеев питĕ сăпайлă çамрăкчĕ, аслисене хисеплетчĕ, кĕçĕннисене вĕрентме тăрăшатчĕ. Дисциплинăна çирĕп пăхăнатчĕ. Пăтăрмахсенчен пăрăнма пĕлетчĕ. Пурнăç çулĕпе çирĕппĕн, тĕрĕс утатчĕ. Эпир унран нумай вĕреннĕ, ун хыççăн пынă",_ аса илчĕ Э. Сичуркин капитан. Александр Мальцев капитан вара Юрийпе Грозный хулинче командировкăра пулни пирки каласа кăтартрĕ. Çарта десантник пулнă Юрий Иванович каярахпа Шупашкарти "Стражра" ĕçленĕ. Чечняра çичĕ хутчен пулнă. Хăюлăхпа паттăрлăхшăн нумай наградăна тивĕçнĕ. Анчах пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Шкулта вĕреннĕ чухне те, каярахпа та чупас, кĕрешес, йĕлтĕрпе, велосипедпа ярăнас енĕпе йĕркеленĕ ăмăртусенче мала тухнă каччăна ентешĕсем, спецназовецсем манмаççĕ.
Унăн ячĕпе йĕркеленĕ турнира ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Никитин уçрĕ. Шкулта Юрийпе пĕрле вĕреннĕ, çарта пĕрле пулнă юлташĕсем, мăшăрĕ сăмах каларĕç. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çитĕннĕ маттур яша ăшшăн аса илчĕç, ăмăртăва уçнă хыççăнах вĕсем Юрий Иванович вилтăпри çине кайса пуç тайрĕç.
Турнира 6 команда хутшăнчĕ. Хĕрỹ тупăшура Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул команди çĕнтерчĕ. Аслă Арапуç тата Турханти вăтам шкул волейболис- чĕсем иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене пайларĕ
И. ЕНДЕЕВ, ашшĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)