Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çыран хĕррипе кашлаççĕ мăшăр лартнă йывăçсем

16 декабря 2016 г.

"Питри кашни сан ватлăх йĕршĕн Тен, айăплă пуль ачусем. Каçар, анне, тархасшăн куншăн Таçта васкаççĕ çулусем..." Çак сăвă йĕркисене Первомайскинче пурăнакан Вера Михайловна чылай çул каялла çырнă. Кивелмеççĕ вĕсем.

Çĕр çинчи аслă çулти кашни аннене пырса тивеççĕ тата. Çамрăкрах чухне питре пĕркеленчĕксем пуласса шутламастпăр та, çул хушăннăçемĕн тарăнланаççĕ вĕсем.

Çанталăк лăпкă. Тỹперен лапка юр çăвать. Пĕрчĕсем пĕринчен тепри илемлĕн вĕçсе анса кăпăш çĕре ỹкеççĕ. Нумай вăхăт сăнаса тăраймастăн. Куçа шартать. Çулсем шултăраланнă май тимлĕх те чакать пулмалла. Ал ĕçне те самаях тăвать тата А. Матвеева.

Суту-илỹ системинче 33 çул ĕçленĕ хыççăн тивĕçлĕ канăва тухнă вăл. Иван Яковлевичпа 5 ача çуратса пăхса ỹстернĕ. Пурнăçра хура-шура сахал мар курнă. Хунямăшĕпе 20 çул пĕр сăмахра пурăннă. Аслин ырă канашĕсене паянхи кун та асран кăлармасть.

_ Качча тухсан пĕрин хыççăн тепĕр ача çуралчĕ. Пỹрте те çĕнĕрен тумалла пулчĕ. Кун пек чухне укçа-тенке çитерме çăмăлах мар. Лавккара заведующи пулса ĕçленĕрен район центрне час-часах тухма тиветчĕ. Çие тăхăнма тумтирĕ те кирлĕ. Пĕринче кремплин кĕпе илес терĕм, хунямапа канашларăм: "Туян. Çук шырама та тумтирсĕр каяймăн",_ терĕ. Ăс парса, хавхалантарса пыратчĕ вăл пире,_ тет хунямăшĕ пирки Вера Михайловна.

Анне. Ытла та çывăх çын-çке вăл: кил вучахĕ, çемье ăшши, ырлăх управçи...

Хунямăшне хăйне валли мăшăр çитĕнтерсе панăшăн яланах тав тунă В. Матвеева. Асли те ăна хĕрĕ вырăннех хурса йышăннă. Килĕшỹре пурăннăран хăйĕн ачисем те аслисене сумлама хăнăхса ỹснĕ. Иккĕшĕ Шупашкарта тата иккĕшĕ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан ачисем канмалли кунсенче, отпусксенче яла килсех çỹреççĕ. Хуçалăхри ĕçсене тума та пулăшаççĕ. Улми йывăççинчен аякка ỹкмест тенĕ евĕр, ывăл-хĕрĕ пурте ĕçлĕхлĕ Матвеевсен. Светлана суту-илỹ системинче тăрăшать. Таня çĕвĕçсен хатĕр продукцине ытти регионсене ăсатнă çĕрте вăй хурать. Сашăпа Володя пурнăçне автотранспортпа çыхăнтарнă. Анчах пурнăç урапи никамăн та пĕр тикĕс чупмасть. Кĕçĕн хĕрĕ Катя _ сусăр. 4 çула çитиччен хунямăшĕ пăхма пулăшрĕ мăнукне. Унтанпа амăшĕн хỹттине юлчĕ хĕрĕ. Мăшăрĕ пур чухне те алă улăштаракан пурччĕ. Чире пула вăл та вăхăтсăр çĕре кĕчĕ.

Кунпа çĕре ытларах хĕрĕпе иккĕшĕ ирттереççĕ халĕ Матвеевсем. Юрать ĕçпе йăпанать Вера Михайловна. Районта тухса тăракан "Авангард" хаçата пĕр çул сиктермесĕр çырăнать. Халĕ те çыхма, тĕрлеме юратать. Тенкел çиттисем ăсталать. Пỹрт тулли чечек вĕсен, пĕр вăхăтра 68 савăта çитнĕччĕ. Пахчара та çуркуннерен пуçласа мĕн сивĕсем çитиччен çеçкере лараканнисем пур. Хапха умĕнчи сак патне те лартать вĕсене В. Матвеева. Хĕрĕпе канма тухса ларнă чухне илĕртỹллĕ пултăр тет. Чечексене пăхмаллах вĕт. Умра вара каллех хăйсем лартнă йывăçсем кашлаççĕ. Юхан шыв çыранĕсем çурасран тымар яртарнă вĕсене. Çимĕç параканнисем пахчара çитĕнеççĕ. Чие, хура пилеш, груша, панулми пуçтараççĕ çулсерен. Крыжовник, хăмла çырли, виктори те çителĕклех. Помидор, хăяр хĕл каçмалăх та хатĕрлет каллех. Çу кунĕсем вăрăма кайнă çулсенче арбуз та пахчарах пиçсе çитнисем те пулнă. Картишĕнче вара чăх-чĕп, кăвакал, качака, сурăх сасси тăрать. Урăх мĕн кирлĕ ватта.

"Чĕрĕ сывă пулччăр ачасем,

Ыр шăпаллă ỹсчĕр мăнуксем.

Тăрăшсах пурнасчĕ малалла

Çĕр çинче нумай-ха утмалла", _

тет килен-каянпа сыв пуллашнă чухне тăтăшах кил-хуçи хĕрарăмĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика